Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗренме кӗрекенсенчен общежитире пӳлӗм кама чи малтан параççӗ?

Аслă тата вăтам профессиллӗ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗрекенсенчен кама общежитире пӳлӗм чи малтан параççӗ?

Кун пек ирӗк куçăн майпа вӗренекен, льготăллă категорие кӗрекен студентсен пур.

Вӗсен шутне çак студентсем кӗреççӗ:

  • 23 çул тултарман тăлăх ачасем тата ашшӗ-амăшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлнисем;
  • вӗреннӗ чухне ашшӗ-амӑшне çухатнӑ студентсем;
  • ачаранах инвалидсем, çавăн пекех I тата II ушкăн инваличӗсем;
  • вӑрçӑ ветеранӗсем тата тӗрлӗ çапӑçусене хутшӑннисем;
  • Чернобыльти АЭС аварине тата ытти радиаци инкекӗсен сиенне пӗтерес ӗçе хутшӑннӑ, çавӑн пекех вӗсенчен шар курнӑ çынсем;
  • виçӗ çултан кая мар контрактпа çар службинче тăнă граждансем.
  • 2026 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа ача-пӑча ӳстерекен студентсен çемйисем общежитире уйрӑм пӳлӗм илме пултараççӗ.

Мӗнле документсем кирлӗ?

Общежитие вырнаçма ытларах чухне паспорт копийӗ (сӑнӳкерчӗк тата регистраци страницисем), çемье йышӗ çинчен справка, студентăн тупӑш шайне кӑтартакан документсем (вӗренӳ заведенийӗ студента пӳлӗм чăнах та кирлипе кирлӗ маррине хаклама), льготăпа усă курма ирӗк пуррине çирӗплетекен документсем (инвалидлӑх справки, тӑлӑх ача удостоверенийӗ тата ытти те), вӗренӳ заведенийӗ вырнаçнă хулара студентăн хăйӗн пурăнмалли вырăнӗ çукки çинчен справка кирлӗ.

Çăмăллăхсемпе усă курманнисенчен кам общежитире пӗлӗм илме пултарать?

Бюджет формипе вӗренме кӗнӗ студентсем те общежитире пӳлӗме вырнаçма пултараççӗ. Ку ирӗк пирки «Вӗрентӳ çинчен» Федераллӑ законра та палӑртнӑ. Студентăн вӗренекен хулара хваттер тавраш çук-тăк, вăл общежитие вырнаçма пултарать.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев