Вӗренме кӗрес кампани пуçланнă
Июнӗн 20-мӗшӗнчен Раççейре аслă шкулсене, колледжсемпе техникумсене вӗренме кӗмелли кампани пуçланнă
Июнӗн 20-мӗшӗнчен Раççейре аслă шкулсене, колледжсемпе техникумсене вӗренме кӗмелли кампани пуçланнă. Çӗршыври 1,2 пин вузпа 4 пине яхăн ятарлă вăтам пӗлӳ паракан учреждени абитуриентсене хӗрсех йышăнаççӗ халӗ.
РФ Правительствин Председателӗн çумӗ Дмитрий Чернышенко «РИА Новостине» пӗлтернӗ тăрăх, кăçал вӗренме кӗрес текенсем валли аслă шкулсем 619 пин ытла, колледжсем 835 пине яхăн бюджетлă вырăн хатӗрленӗ. РФ наукăпа аслă пӗлӳ министрӗ Валерий Фальков сăмахӗсемпе, бюджетлă вырăнсен пӗтӗмӗшле калăпăшӗн 43 процентне инженерипе, хальхи технологисемпе çыхăннă направленисем валли уйăрнă. Приоритетлисен шутӗнче çавăн пекех медицина, педагогика тата обществăлла наукăсем.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вӗсен çемйисене уйрăммăн тимлӗх уйăраççӗ кăçал йышăну кампанийӗнче – вӗсем валли бюджетлă вырăнсен пӗтӗмӗшле калăпăшӗн 10 процентӗнчен кая мар уйăраççӗ, эппин 50 пин вырăн ытла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев