Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентӳ малаллах пырать

2019 çултанпа пыракан «Вӗрентӳ» наци проектне пурнăçлама Тутарстанра 26 миллиард тенкӗ тăкакланă, çак суммăран 20 миллиард тенкине федераллă бюджетран уйăрнă. Республикăра 5 çул хушшинче 39818 ача вӗренмелӗх 46 шкул, 16450 вырăнлăх 82 ача сачӗ тунă. 2024 çулта кăна 10 шкул (9478 вырăнлăх) – вӗсенчен виççӗшне хăвăрт аталанса пыракан Лайăш районӗнче – тата 2200 ача çӳремелӗх 10 ача сачӗ ӗçе кӗртнӗ.

Цифра чӗлхи «типӗ» – «тунă-тунă, мӗнех вара» теме пулать. Анчах кашни шкула, кашни ача садне хальхи вăхăтри оборудовани вырнаçтарнине, шкулсенче бассейнсем те пуррине шута илсен патшалăх, республика ертӳçисем чăнах çамрăк ăрăва пур енлӗн аталанма условисем туса пама тăрăшнине, ачасене сывлăхлă çитӗнтерме ăнтăлнине куратпăр. Республикăн муниципаллă районӗсенче 18 спорт залне юсаса çӗнетнӗ. Шкул çулӗнчи спортсменсен республика шайӗнчи лигисем тӗрлӗ спорт тӗсӗсемпе ӗçлеççӗ: баскетболпа «КЭС-БАСКЕТ», ТР волейбол тата ТР  тег-регби. Футбола та çителӗклӗ тимлӗх уйăраççӗ, кашни вӗренекене шывра ишме вӗрентессипе те программа ӗçлет.  

Кунта çакна палăртса хăварни вырăнлă:  юлашки çулсенче сывлăх енчен ачасене обществăра танлă пулма хăнăхтарасси приоритетра. Ку тӗлӗшпе шкулсенче çӳреме меллӗ условисем туса парасси те вăйлă аталаннă. Çак тӗлӗшпе 28 шкулта пурлăхпа техника базине çӗнетнӗ. Ку проекта Тутарстанри 11 муниципаллă район хутшăннă. 

Паян цифра аталанăвӗ çитмен сфера юлмарӗ пулӗ пирӗн пурнăçра. Шкулсенче те вăл анлă аталаннă. Пур çӗрте те, типографисемех пулмасан та, вӗренекенсем шкул партти хушшинченех компьютерпа нумай операцие пурнăçлама хăнăхаççӗ.  Çак енӗпе ятарлă олимпиадăсене хутшăннин çитӗнӗвӗсем те çулран çул ӳссе пыраççӗ. Паянхи ачасем, вӗренекенсем – ыранхи специалистсем, çӳллӗ технологине çирӗп алла илнӗ ӗçченсем. Кăна республика ертӳçисем самант та манмаççӗ.  Çавăнпах ачасем валли технопарксем уçаççӗ. «Кванториум» технопаркăн сечӗсем Элметре, Çырчаллинче, Анат Камăра ăнăçлă ӗçлеççӗ. Хусанта, Ешӗлварта тата Пӗкӗлмере пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчех йӗркелеме май килнӗ «Кванториум» нумай ачана пӗлӳ панă. Ку проектăн пархатарлă енӗ – республикăн инçетри районӗсенче пурăнакан ачасене явăçтарма май пурри. Хуласенчи технопарксенчен мобильлӗ «Кванториум» çак идейăна пурнăçлама пулăшать. 

Ачасене патриотизмла  воспитани парассине те «Вӗрентӳ» наци проекчӗ витӗмӗпе туллин пурнăçланă теме юрать, тӗплӗн шутласа çирӗплетнӗ ӗç йӗрки ку енӗпе хăйне тӳрре кăларать. Паллах, кунта пархатарлă туйăма ачасенче аталантарма пăхмалли-курмалли, итлемелли экспозици хатӗрлеме тӳр килнӗ. Тӗслӗхрен, патшалăх ялавӗ, гербӗ, гимнӗ, Тăван çӗршыва юратаканăн кӗтесӗ. Обществăлла организацисемпе ку тӗлӗшпе çыхăнса ӗçлени тӗрӗс утăм пулнине куратпăр. 

2024 çулта проект вӗçленчӗ, анчах ку вӗрентӳ ӗçӗ-хӗлӗпе çыхăннă ыйтусене хупнине пӗлтермест. «Вӗрентӗвӗн» трансформацийӗ малашне икӗ проектпа пурнăçланӗ: «Çамрăксем тата ачасем», «Çемье». Шкулсен, ача сачӗсен строительстви малаллах пырӗ, кивелнӗ вӗренӳ çурчӗсене юсассине  те çакăн пекех пысăк тимлӗх уйăрӗç. 2025 çулта çӗнӗ наци проекчӗсене 5 миллиард тенкӗ уйăрасси паллă та ӗнтӗ.  

Шел те, иртнӗ пилӗк çуллăх вӗренӳ заведенийӗсенчи кадрсем çитсе пыманнин «выçлăхне» пӗтереймерӗ. Ку ыйтăва çӗнӗ проектсен татса пама тивет. Çак тӗллевпех ӳлӗм çамрăк вӗрентекенсене пурăнмалли хваттерпе, кил-çуртпа тивӗçтерме шутлаççӗ. Акă мӗншӗн учительсем валли общежитисем уçасси пирки тухнă сӗнӗве хӗрӳллӗн сӳтсе явнă чиновниксем. Ăна кăçалах пурнăçа кӗртме тытăнӗç. Чи малтанах сăмах кивелнисене, чылай çул пушă тăнисене тӗпрен юсасси пирки пырать (сăмах май, ача сачӗсене те тӗпрен юсама йышăннă). Çӗннисене тăвасси пирки те шухăш пур. Ку кадрсене республикăран, хуласенчен çеç мар, ытти регионсенчен те илӗртсе килме май парӗ. Пӗлетпӗр, çамрăк специалистсем чылай чухне пурăнмалли кил-çурт, хваттер çуккипе вакансие йышăнмаççӗ.  Учительсен ӗç вырăнне паянхи кун ыйтнă пек янтăлассине те шута илнӗ – ӗç кабинечӗсене юсӗç, çӗннисене уçӗç, кирлӗ материалсемпе тивӗçтерӗç. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ»  ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование