Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентӳпе наука ӗçченӗсен августри канашлăвӗн пленарлă ларăвне ыран кашни педагог пăхма пултарать

Ыран, августăн 16-мӗшӗнче, Хусанти Башир Рамеев ячӗллӗ IT-паркра вӗрентӳпе наука ӗçченӗсен августри канашлăвӗн пленарлă ларăвӗ иртет. Кăçал ларăвăн темине çапларах палăртнă: «Тутарстан Республикинчи вӗрентӳ: тӗп задачăсем, ăс-хакăл ориентирӗсем, пахалăх кăтартăвӗсем».

Вӗрентекенсен канашлăвне Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов, Мускав мэрӗн социаллă аталану ыйтăвӗсемпе ӗçлекен çумӗ Анастасия Ракова, ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин, РФ Патшалăх Думин, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствăсемпе ведомствăсен, Тутарстан Республикинчи федераллă органсен ертӳçисем, предприятисен, район пуçлăхӗсем, пуçламăш, вăтам тата аслă профессилле пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсен директорӗсемпе ректорӗсем хутшăнаççӗ.

Ыран, августăн 16-мӗшӗнче, 11.00 сехетре Тутарстан Республикин Правительствин www.prav.tatarstan.ru сайтӗнче вӗрентӳпе наука ӗçченӗсен августри канашлăвӗн пленарлă ларăвӗн тӳрӗ видеотрансляцийӗ пуçланать. Вăл пулăшнипе ларăва республикăри пӗтӗм педагог – 75 пин çын ытла – пăхма пултарать.

Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование