Вӗсем Çӗнтерӗве туптанă: Петр Гаврилов-Меречен
Пётр Гаврилов-Меречен, хисеплӗ поэт, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ 2019 çулхи февральте 93 çула çитсе пирӗнтен яланлăхах уйрăлса кайрӗ. Мӗн виличчен сăвăсем çырчӗ вăл...

Пётр Михайлович çав тери сăпайлă, ӗçчен, ырă кăмăллă çынччӗ. Аксу районӗнчи Меречен ялӗнче 1925 çулта çуралнăскерӗн ачалăхӗ те, çамрăклăхӗ те çăмăл килмен. Ашшӗ, Михаил Константинович, çамрăклах вилнӗ. Амăшӗ, Дарья Даниловна, тăватă ачине пӗчченех ӳстерсе ура çине тăратнă. Пётр, çемьери аслă ывăл, 10 çулта чухнех амăшӗпе пӗрле колхоза ӗçлеме çӳренӗ. Шкулта аван вӗреннӗ.
1941 çулта вăрçă пуçлансан 16 çулти Пётра ял Совечӗн секретарьне суйланă. Çав вăхăтрах вăл клуб заведующийӗнче те тăрăшнă, колхозри комсомол организацине ертсе пынă. 17 çул тултарсан Житомир çар училищине вӗренме кӗнӗ. Вӗренсе пӗтерсен сывлăш десанчӗн йышӗнче вăрçа хутшăннă. Фронтра икӗ хутчен аманнă. Çӗнтерӳ умӗн госпитальтен вăрçă инваличӗ пулса тăван ялне таврăннă. Вăрçăра хăюлăх кăтартнăшăн ăна икӗ орденпа тата икӗ теçеткене яхăн медальпе наградăланă.

Таврăнсан каллех вунă çула яхăн ял Совет секретарӗнче, Культура çурчӗн ертӳçинче тăрăшнă. Çемье çавăрса мăшăрӗпе Феодосия Афанасьевнăпа пилӗк ача çуратса ӳстернӗ. Чистайри педучилищӗрен, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухса алла диплом илсен хӗрӗх çул шкулта ачасене вӗрентнӗ Пётр Михайлович.
Çамрăкранах сăвăсем çырма пуçланăскерӗн 20-е яхăн кӗнеки кун çути курнă. Пётр Гаврилов-Мереченӗн хайлавӗсем Шупашкарта, Хусанта, Самарăра, Ульяновскра, Нурлатра, Аксура чăвашла тухса тăракан хаçат-журналсенче тăтăш пичетленнӗ. Унăн чылай сăввине композиторсем юрра хывнă.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев