Вӗсем Çӗнтерӗве туптанă: Семен Коновалов – Совет Союзӗн Геройӗ
Коновалов танкист паттăрлăхӗнчен вăрçă вăхăтӗнче танкистсем хушшинче никам та иртеймен.

1942 çулхи июлӗн 13-мӗшӗнче КВ-1 танк экипажӗпе пӗрле çапăçăва кӗрсе пирӗн ентеш, Тутарстан чăвашӗ, Тури Услон районӗнчи Ямбулатово ялӗнче çуралса ӳснӗ Семен Васильевич Коновалов тăшманăн 16 танкне аркатнă. Тулли йышпа мар пулсан та, чӗрӗ-сывах хамăрăннисем патне таврăнать. Тӗлӗнмелле паттăрлăх!
2019 çулта Совет Союзӗн Геройӗн Семен Коноваловăн паттăрлăхӗ пирки ӳкернӗ «Несокрушимый» илемлӗ фильм экрансем çине тухрӗ. Тӗнчен иккӗмӗш вăрçи вăхăтӗнче пирӗн асаттесемпе мăн асаттесем кăтартнă çар паттăрлăхӗ çинчен, ирӗклӗхпе тăнăçлăх мӗн хака кайса ларни çинчен пирӗн нихăçан та манас марччӗ. Паянхи нацизм çӗнӗрен пуç çӗкленӗ лăпкă мар вăхăтра çакă уйрăмах пысăк пӗлтерӗшлӗ. Историе пӗлмелле тата çак пӗлӳпе астăвăма ăруран ăрăва парса пымалла.
Архиври сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев