Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗсен тӗллевӗ – вăрман ресурсӗсене ӳстересси

Çутçанталăка хӳтӗлекенсем Пестрецы районӗнчи Кивӗ Шăхаль ялӗ патӗнче 15 гектар çӗр лаптăкӗ çинче 40 пин хыр тӗпӗ лартнă. Вӗсем çӗре эрозирен хӳтӗлӗç тесе шутлаççӗ волонтерсем. Республикăри 27 организацирен 500 çын хутшăннă акцине.

Республикăн экологипе çутçанталăк ресурсӗсен минbстрӗ Александр Шадриков тата Халăх фрончӗн çамрăкӗсем çӗнӗ вăрмана «Молодежный» ят пама шут тытнă.

Республикăри çутçанталăка хӳтӗлесе йывăç лартас акцисене ТР Вăрман хуçалăхӗн министерстви 2011 çултанпа ирттерет. Вӗсен тӗллевӗ – вăрман ресурсӗсене ӳстересси. 10 çул хушшинче Тутарстанра 6,8 пин гектар çинче 26,2 млн йывăç тӗпӗ лартнă. Экологи акцийӗсене 455 пин çын хутшăннă.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев