«Вулакан Пӗкӗлме» вылярӗ, юрларӗ
Фотозона та йӗркеленӗ кӗнеке вулама юратакансем валли
Çуран çӳрекенсен Ярослав Гашек урамӗнче кăçал вуннăмӗш хут «Вулакан Пӗкӗлме» ятлă фестиваль иртрӗ. Ăна 2023 çул Тутарстанра Наци культурисен тата йăлисен çулталăкӗ, Раççейре Педагог тата Вӗрентекен çулӗ пулнине халалланă.
Пирӗн регионта пурăнакан халăхсен культурипе, ӗçӗ-хӗлӗпе палллаштарнă йӗркелӳçӗсем. Районти тӗрлӗ наци культура автономийӗсем те хастар хутшăннă. Çавăнпа фольклор юррисем çеç мар, вăл е ку халăх çинчен çырнă писательсемпе, тӗрӗсрех, вӗсен хайлавӗсемпе паллашма пулнă. Йӗркелӳçӗсен хушшинчи районти тӗп библиотека, Я.Гашек ячӗллӗ музей çамрăксем валли интереслӗ викторина хатӗрленӗ. Наци çыннисем декоративлă прикладной ӗçӗсен куравне те йӗркеленӗ. Паллах, мастер классем те ирттернӗ. Ача-пăча, çамрăксем чăвашсен сыхăшăн çакса çӳремелли япалине тăварлă чустаран интересленсех йăваласа тунă.
Фотозона та йӗркеленӗ кӗнеке вулама юратакансем валли – вырăс кăмаки умне тăрса ӳкерӗннӗ е пир тӗртмелли станок умне ларса ӳкерӗннӗ. «Мордвасен каруселӗ», ăнланмалла ӗнтӗ, мордва халăх культури, пурнăçӗ çинчен каласа панă.
«Тутар халăх ӗнчи» площадкăра хăвăрт каламалли сăвăсемпе тӗрӗсленӗ фестивале пынисене. Тӗрлӗ халăх вăййисене хаваспах хутшăннă çынсем, ачасем кăна мар, аслисем те.
Сăнӳкерчӗк «Бугульминская правда» хаçатран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев