Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Вунă çул обществăна таврăнма пулăшаççӗ

Алкоголь чирне пула ашшӗ-амăшӗн прависене туртса илес патне çитнӗ е туртса илнӗ çемьесене пулăшасси проектпа ӗçлекенсен тӗллевӗ пулса тăрать

 

  «Точка трезвости» проект Тутарстанра 2015 çултанпа ӗçлет. Ăна ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев парать. Алкоголь чирне пула ашшӗ-амăшӗн прависене туртса илес патне çитнӗ е туртса илнӗ çемьесене пулăшасси проектпа ӗçлекенсен тӗллевӗ пулса тăрать.  Çемьене сыхласа хăварма темиçе ведомство, ыркăмăллăх организацийӗсем тăрăшаççӗ – психологсем пулăшаççӗ, ӗç тупса параççӗ, ачисемпе пӗр чӗлхе тупса шанăçне тӳрре кăларма май параççӗ.

Тунтикун «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире тӗплӗнрех каласа пачӗç. Журналистсемпе тӗлпулăва Республикăри çула çитменнисемпе вӗсен прависене хӳтӗлекен комиссин яваплă секретарӗ Илсояр Гарифуллина, ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтӗлӗх министрӗн çумӗ Юлия Абдреева, Республикăн клиника наркологийӗн диспансерӗн тӗп врачӗн çумӗ, ТР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман специалисчӗ-психиатр-нарколог пулчӗç.

 Илсояр Гарифуллина проекта хутшăннисенчен 80 проценчӗ нумай вăхăт эрех-сăра ӗçменнине пӗлтерчӗ.  Алкоголизмпа наркомани шала кайнă чир пулсан та ремисси пурри «Точка трезвости» проектăн çитӗнӗвӗ çинчен каланине çирӗплетрӗ вăл.

Проектпа ӗçлекенсен тӗп тӗллевӗ – ачасене çемьере хăварса ашшӗ-амăшӗ ӳстерме, воспитани пама май тупасси. 2025 çулта ашшӗ-амăшӗ прависене туртса илнисемпе прависене чакарнисем проекта хутшăнни çинчен каласа пачӗ вăл. Пӗтӗмпе республикипе илсен 199 çынна проекта йышăннă.  Ятарлă çар операцине хутшăнакансен 12 çемйи, йывăр çынсем пур унта. Пурте программăна вӗçлеймеççӗ, хăйсен ирӗкӗпе тухса каякансем те пур. 36 çын çакăн пек суйлав тунă, вӗсене никам та хăваласа яман, хӗсӗрлемен.

Спикерсем кайнисен вырăнӗсене районсенчен резерв списокӗнче тăракансем йышăннине каласа пачӗç. Паянхи куна 41 районтан 225 çын реабилитаци программине вӗçлессине пӗлтерчӗç вӗсем.

Резда Хаева алкоголизм шала кайнă чир пулни çинче чарăнса тăчӗ. Ку чир каварлă, мӗншӗн тесен вăл темиçе пайран тăрать: биологи, социаллă тата ăс-хакăл енӗсем. Çавăнпа сиплеве темиçе сулăмпа илсе пымаллине палăртрӗ вăл. Эмелсем эрех-сăра ӗçес килсех тăнине лăплантараççӗ пулсан, психологине психотерапевт мая кӗртессипе ӗçлет. Çав вăхăтрах этеме социума тавăрассипе те нумай тăрăшаççӗ проектпа ӗçлекенсем. Унăн социаллă прависене  тавăрма пулăшаççӗ.

Проекта хутшăнакансенчен 80 проценчӗ хӗрарăмсем, арçынсем сайра пулăшу ыйтса пыраççӗ. 2025 çул пуçланнăранпа та 14 арçын çеç пынă.

Психиатр-нарколог хӗрарăм алкоголизмӗ хăйшӗн те, çемьешӗн те пысăк проблема пулса тăнине каласа пачӗ.  Проектрисенчен хăшӗсем пилӗк ача çуратса ӳстереççӗ иккен. Анчах тӗрлӗ сăлтавпа – е хуйхă-суйха пула, е ăруран ăрăва куçакан чир пулнипе – хӗрарăмсем хăйсем тӗллӗн алкоголь чирӗнчен хăтăлаймаççӗ.   

Эрех-сăрапа иртӗхекенпе пурăнакан хӳӗрарăмсем те ӗçке ерме пултараççӗ. Спиркерсем çакăн çинчен те каласа пачӗç. Малтанлăха «черкке тытса параççӗ», пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн эрех ӗçме вӗренеççӗ.   Резда Хаева каланă тăрăх, арçын 7 –10 çул ушшинче ӗçкӗçе тухать, хӗрарăмсен çак тапхăр – 5 çул.

10 çулти «Точка трезвости» çитӗнӗвӗн вăрттăнлăхне пытармарӗç журналистсенчен – çынсене стрессран хăйсем тӗллӗн тухма пулăшни. Çынна хăйне алла илме май парасси пулса тăрать. Çыннине кура сиплевӗ те тӗрлӗ: пӗрисемпе юнашар ларса калаçни те çителӗклӗ, кама-тăр стационра вырттарсах сиплеме тивет.

Реабилитаци программи 6 уйăха пырать. Пациент кашни кун врач-психотерапевтпа, психиатр-наркологпа тӗл пулать. 2015 çултанпа 748 çын (84 процент) сипленсе тухнă, 1200 ача тăван-ашшӗ-амăшӗпе çемьере юлнă.  

Çынсем ăнăçлă сиплев хыççăн хăйсене çирӗпрех туйнине палăртрӗç пресс-конференцие килнисем. Пурăнакан çурт-йӗрне лайăхлатассишӗн тăрăшнине, ачисене пăхнине каласа пачӗç.   

Халӗ проектра 14 мăшăр – упăшки те, арăмӗ те эрех-сăра серепинче – тăрать, нумай ачаллă çемьесенчен – 59 çын, ыттисем тулли мар çемьесенчен.

Юлия Абдреева проекта кашни çын хăйӗн ирӗкӗпе килнине, малтанах ăна социаллă ыйтăвӗсене татса пама пулăшассине каласа пачӗ.  Кăçал 70 çынна ӗçе вырнăçма пулăшнă. Социаллă тӳлевсене, пособисене тавăрассине татса параççӗ.  Ачисем шкула, ача садне çӳренине те сăнасах тăраççӗ.  Проекта хутшăннă 16 çемьене коммуналлă услугăсен парăмӗсене (чылайăшӗн 150 пин тенкӗрен те иртнӗ) «шăнтса» лартма пулăшнă. Çавăн пекех 49 ачана шкула, ача садне вырнаçтарнă,191 ачана – хушма пӗлӳ паракан учреждение. 14 çултан иртнӗ 52 ачана çуллахи каникул вăхăтӗнче ӗçе вырнаçтарнă, 13-шне сывату лагерне янă.

Шел те, пурте ăнăçлăн иртеймет реабилитаци программине. Ашшӗ-амăшӗ симӗс çӗленрен хăтăлайманнипех пилӗк ачан тăван çемьерен ача çуртне кайма тивнӗ. Апла пулин те проектăн ӳсӗмӗ пурри куçкӗрет. Спикерсем çулталăк вӗçлениччен тата 26 ача тăван çемйине таврăнасса шанаççӗ.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество