Вӑй паракан курӑка татмалли вӑхӑт ҫитнӗ
Ӑна тата "арҫын вӑйне паракан" чей тесе ӗҫеҫҫӗ
Чапӑра улӑхра е вӑрман хӗрринче техӗмлӗ шӑршипе шыраса тупма пулать. Анчах та вулакансене асӑрхаттарас килет: чапӑра ҫӑлмалла мар, касмалла. Ҫӑлсан – ун тымар системи сиенленме пултарать, вара тепӗр ҫул эсир шаннӑ вырӑнта чапӑра курмасса та пултаратӑр.
Авалхи грексем ӑна вӑй-хӑват паракан курӑк пек хисепленӗ. Минтер айне тутлӑ тӗлӗксем курма хунӑ. Тата чапӑр усал-тӗселе хӑваланине ӗненнӗ.
Организма питӗ кирлӗ микроэлементсем пуртан, чапӑр чӑнах та ывӑнни ҫинчен усӑллӑ. Анчах та ытлашши нумай ӗҫмелле мар унӑн чейне, ҫӗрӗпе тула чупма пултаратӑр.
Тутарстанри Пӑва районӗнче Чапӑрлӑ ятлӑ ял пулнӑ. Легендӑсем тӑрӑх ҫак ялтан Тӑрӑхрьялти ытти ялсем тухнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев