Вырăнти хăйтытăмлăх ӗçченӗсен хăйсен награди пур халӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Вырăнти хăйтытăмлăх ӗçченӗсен хăйсен награди пур халӗ

РФ Президенчӗ Владимир Путин çӗнӗ хисеплӗ ят — «Раççей Федерацийӗн вырăнти хăйтытăмлăхăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» — парасси пирки калакан Указ çине алă пуснă. Документа право информацийӗн порталӗнче пичетленӗ.

«Хисеплӗ ята вырăнти хăйтытăмлăхра ӗçлекен аслă профильлӗ должноçри çынсене, муниципаллă должноçра е службăра тăрăшакан ытти çынсене, вырăнти хăйтытăмлăх ӗçченӗсене, РФ субъекчӗсенчи муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗсен управленийӗн ӗçченӗсене тата вырăнти хăйтытăмлăха аталантарассинчи ытти ӗçлекенсене памалла», — тенӗ положенире. 


Документра çавăн пекех хисеплӗ ята асăннă сферăра 20 çултан кая мар ӗçлекен, отрасль наградисем пур ӗçченсене памалли пирки çырнă.


Нет комментариев