Вырăссен аслă поэчӗн юбилейне ыранах паллă тума пуçлатпăр
Кăçал Александр Сергеевич Пушкин çуралнăранпа 225 çул çитнине халалланă мероприятисем 2024 çул вӗçленичченех иртӗç
Кăçал Александр Сергеевич Пушкин çуралнăранпа 225 çул çитнине халалланă мероприятисем 2024 çул вӗçленичченех иртӗç
Аслă поэтăн çуралнă кунне çулсерен уявлама тăрăшатпăр. Раççейре çеç мар, тӗнчипех çапла. 2010 çулта ООН Вырăс чӗлхи кунне Халăхсен хушшинчи уяв пек паллă тума йышăннă. Филолгсем те, литературăна юратакансем те ырласа йышăннă. Шăп А.пушкин литература чӗлхине пысăк улшăнусем кӗртнӗ. Вăл чăннипех реформатор, вырăс чӗлхин реформаторӗ. 2011çулта Раççейре çак уява патшалăх уявӗ тесе палăртнă. Тутарстанра, Хусанта та çуллен паллă тăваççӗ ăна.
Хусанта кăçал 5-мӗш хут ПушкинФест иртет. Фестивалӗн хăйӗн йăлисем, çулран çул хутшăнакансем пур. Çак эрнере «Татар-информ» ИА пресс-конференцие шăп çак феситивале йӗркелекенсем, хулара А.Пушкинпа çыхăннă ытти мероприятисене хутшăнакансем килчӗç: ТР культура министрӗн çумӗ А.Ш.Файзрахманов, ТР Вырăс наци пӗрлешӗвӗн председателӗ И.А.Алексасандровская, А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗн директорӗ Г.Н.Елистратова, ПушкинФестăн режиссерӗ Д.Б.Башкирова.
ПушкинФест июнӗн 1-мӗшӗнче Хура кӳлӗ паркӗнче пуçланать. Кашни кунăн хăйӗн тематики, 1-мӗш кун «Пушкин тата халăх культури» ятлă. Халăх ăстисен ӗçӗсен ярмăркки, мастер классем пулаççӗ. Çемье прграмми çине кăçал ытларах пусăм туни питӗ ăнланмалла, вырăнлă. Çак кун фестиале хусансем çеç мар, Санкт-Петербург, Ижевск (Удмурт Республики) артистчӗсем те хутшăнаççӗ. Паллах, халăх юррисем, вăййисем пулӗç.
Айрат Шамильевич июнӗн 6-мӗшӗнчи Хусанти В.Качалов ячӗллӗ ввырăс драма театрӗ «Пиковая дама», «Экият» пуканесен театрӗ «Сказка о царе Салтане», Вырăс çамрăксен театрӗ «Барышня-крестьянка» спектакльсем кăтартасси пирки каларӗ. А.С.Пушкин çуралнă кунне музейсенче поэт сăввисен каçне йӗркелеççӗ, Александр Сергеевич творчестви çинчен лекцисем вулаççӗ, куравсем уçаççӗ.
Çак кун ПушкинФестра «Красные смотрины» качча каяс хӗрсен конкурсне пӗтӗмлетеççӗ. Ку проект хӗллех пуçланнă. Халиччен конкурса хутшăнакансем (йӗркелӳçӗсем 16 хӗр суйласа илнӗ) çемьеллӗ пурнăç çинчен лекцисем те итленӗ, вырăссен йăлари çемйисенче хӗрарăмăн ӗçӗ-хӗлӗпе паллашнă çеç мар, хăйсем те чылай ӗçе хăнăхнă. Çӗнтерӳçӗне пуç кăшăлӗ парнелӗç.
Пушкин Фестăн 2-мӗш кунӗ те Хура кӳлӗ çывăхӗнчи паркрах иртет. Анчах çак куна академи искусствипе çыхăнтарнă йӗркелӳçӗсем. Паркра ытти çулсенчи пекех, икӗ оркестр ТР халăх артисчӗ Р.Ю.Абязов ертсеиыракан «La Primavera» А.С.Пушкин пурăннă вăхăтри, каярахри кӗвӗсем калать. ТР ШӖМӗн вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗн репертуарӗ те академи музыкипех çыхăннă. Ярмăрккасем, мастер-классем хальхинче те пулӗç, анчах халăх ăстисен ӗçӗсем мар, салунсенчи эрешлӗ япаласем, бисер ӗçӗпе ӗçлекенсен тата ытти чечен теттесепе кулленхи пурнăçра усă курмаллисем пулӗç. Юрри-ташши те фестивалӗн 2-мӗш кунӗнче салунсенчен парка тухнă тейӗн.
Малашнехи виçӗ кунӗнче ПушкинФест А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрне куçать. Кунта та кăсăк мероприятисем çине-çинех иртӗç. Чăн, та йӗркелӳçӗсем концертсене курас текенсене регистраци иртмеллине астутарчӗç — концертсем тӳлевсӗр, анчах регистраципе.
Июнӗн 6-мӗшӗнче чи пӗлтерӗшлӗ мероприятисем ирттерме палăртнă хулара. М.Джалиль оперăпа балет театрӗ çумӗнчи А.С.Пушкин палăкӗ умне чечексем хураççӗ. Каçхине çак театрта уяв концерчӗ пулать. Александр Сергеевич Хусанта чарăнса тăнă çурт çине асăну хăми уçассине те çак кунах палăртнă. Хусан консерваторийӗн студенчӗсем консерватори залне «Евгений Онегин» оперăна итлеме чӗнеççӗ.
Татьяна Васильева.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев