Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хаклă салтакăмăра ыр кăмăлтан

Çапларах çырса чун ăшшине парнелес тенӗ хӗрарăмсен пӗрлӗхӗ кӗске çырура.

Иртнӗ эрне вӗçӗнче Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ ятарлă çар операцине хутшăнакан хамăр атьсем валли ăшă çăм чăлхасем пуçтарса пачӗ. Посылкăна çак кунсенче Донбаса волонтерсемпе пӗрле тухса кайнă Çӗпрел район пуçлăхӗ Марат Гафаров хăй çитерме шантарнă. Сăмах май, Марат Ринатович СВОна хутшăнакан ентешӗсем патне пӗрре мар кайса килчӗ. Районтан гуманитари пулăшăвне леçсех тăраççӗ.


Союз председателӗ Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тăрăх, пӗтӗмпе 60-шар мăшăр çăм тата çӳхе чăлха пуçтарнă хӗрарăмсен йышӗ. Зоя Бултыкова 10 мăшăр çыхса панисӗр пуçне кашни чăлха ăшне салтака пиллесе çыру чиксе янă. 

«Ку пирӗн пӗрремӗш акци. Малашне тата та ирттересшӗн-ха, атьсене кирлӗ япаласем пуçтарса парасшăн. Пӗрремӗш акцие хастар хутшăнакансене пурне те пысăк тав, малашне ку йышши мероприятисене ытларах çын хутшăнасса шанатăп. Мӗншӗн тесен кирлӗ ӗç тăватпăр», — терӗ Сильвия Чаркина. 

 

Ирина ГОРДЕЕВА.
С. Чаркина сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем Союз чувашских женщин РТ