Хаксем, акцисем, Çӗнӗ çул
Центробанк ноябрь вӗçне хатӗрленӗ статистикăпа Раççейӗн тӗп хулинче октябрь уйăхӗнче çулталăк инфляцийӗ 6,48 процент пулнă, сентябрьте — 5,79.
Çӗнӗ çул çывхарнă май лавккасенче ялан хаксем ӳсетчӗç. Ку енӗпе кăçал та улшăну çук. Паллах, тӗп сăлтавӗ инфляци пулса тăрать. Центробанк ноябрь вӗçне хатӗрленӗ статистикăпа Раççейӗн тӗп хулинче октябрь уйăхӗнче çулталăк инфляцийӗ 6,48 процент пулнă, сентябрьте — 5,79. Тӗп федераллă округра 0,04 процента ӳснӗ. Инфляци ӳснин сăлтавӗсем темиçе те, центробанк ӗçченӗсем чи малтанах тенкӗ вăйсăрланнинче, производительсен тăкакӗсем ӳснинче тата çынсем хăш-пӗр апат-çимӗç мар таварсемпе услугăсене ытларах туяннипе ăнлантараççӗ.
Аш-какай туса илекенсен чикӗ леш енчен кӳрекен выльăх апатне хушмаллисем тата ятарлă оборудовани хакланнă. Çакна пула аш-какай хакланать — сысна, кайăк-кӗшӗк, çăмарта та.
Смартфонсен хакӗсем вырăнта тăмаççӗ — туянакансем те нумай, инфляцийӗ те ӳсет. Çавăн пекех автомобильсем хаклансах пыраççӗ — Раççейре кăларнисем те, ют патшалăхран кӳрсе килекеннисем те.
Çӗнӗ çул умӗн лавккасем уяв акцийӗсене «хута яратчӗç». Тавар туянакансем вӗсене кӗтсе туянас япалана илместчӗç. Енчен те лару-тăру пит савăнтармасть пулмасан Çӗн çул ячӗпе хаксем чакӗç-и?
— Консервăсем 8-15 процент ӳсеççӗ, Африка çӗршывӗсенче тупăшӗ пит нумай пулманнипе мандаринсем 10-15 процент хаклăрах пулаççӗ. Çавăн пекех алкоголь продукцийӗ те хакланать, уйрăмах ют çӗршывсенчен кӳрекен эрехсем вăтамран 10-15 процент, Шампански 20 процентах хакланма пултарать.
Апла пулин те декабрӗн 31-мӗш çывхарнă май ют çӗршывсенчен кӳрсе килнӗ хаклă электроника, гаджетсм йӳнелеççӗ тесе шутлаççӗ экспертсем. Çакна вӗсем юлашки вăхăтра тенкӗ çирӗп пулнипе тата сутуçăсем ытла нумай тавар илсе склачӗсене тултарнипе ăнлантараççӗ. Вӗсенчен чылайăшӗ доллар 150 тенке çитӗ тесе кирлинчен ытларах туяннă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев