Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарӗ

Çу уйăхӗн 15-мӗшӗ – Борис тата Глеб. Шăпчăк юрлама пуçлать. Шăпчăк сассине куккукăннинчен маларах илтсен çăвӗпе телейлӗ пурăнатăн теççӗ.

◊ Çу уйăхӗн 16-мӗшӗ – Мавра. Çак кун ир çинчен сыв­лăм вăйлă ӳкнӗ, кун уяр пулчӗ-тӗк – хăяр ăнса пулать кăçал. Юман каврăçран маларах çулçă кăларсан çулла типӗ пулать. 

◊ Çу уйăхӗн 17-мӗшӗ – Пелагея. Ирхине сывлăм ӳкмен пулсан – çанталăк улшăнать. 

◊ Çу уйăхӗн 18-мӗшӗ – Арина. Кайăксем юрлама пăрахрӗç-тӗк, çанталăк улшăнать. Шултра пӗлӗтсем кăнтăртан çурçӗрелле шăваççӗ пулсан çывăх вăхăтра çумăр çăвать. Кушак курăк çини те кӗçех çумăр пуласса систерекен паллă. 

◊ Çу уйăхӗн 19-мӗшӗ – Иов. Сăпсасем уçă вырăнта йăва çавăраççӗ-тӗк – çулла çумăрлă пулать. 

◊ Çу уйăхӗн 20-мӗшӗ – Купальница. Çӗнӗ уйăх чух пахча çимӗç аксан вăрлăха хуртсем çисе яраççӗ тенӗ. Акнă-лартнă чух çил хӗвеланăçӗнчен е хӗвелтухăçӗнчен вӗрсен аван. 

◊ Çу уйăхӗн 21-мӗшӗ – Иван. Уйăх тӗтреллӗ курăнсан çанталăк пăсăласса кӗт. Пӗлӗтсем пӗр çӗре купаланни те çумăр пуласса систерекен паллă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев