Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарӗ

Нарăсăн 10-мӗшӗ – Ефрем. Хӗртсуртăн менелникӗ. Çиллӗ кун – çулла йӗпе-сапаллă пуласса. Мăрьерен тухакан тӗтӗм çилсӗр çанталăкра çӗр çине анса сарăлать-тӗк – юр çăвасса.

• Нарăсăн 11-мӗшӗ – Лаврентий. Шултра юр çăвать – кӗçех ăшăтать. Çак кун сивӗ пулсан çурла уйăхӗнче шăрăх пулать. Чӳрече кантăкӗсем тарланă – кӗçех сивӗтет. 

• Нарăсăн 12-мӗшӗ – Василий. Çил вăйлă – йӗпе-сапаллă çул пулать. Кашкăрсем ял çывăхӗнчех улаççӗ, мулкачсем пахчана килеççӗ – эппин сивӗсем тата та пулаççӗ-ха. Хура кураксем ăшă çӗртен час вӗçсе килсен тухăç ăнса пуласса ан кӗт.

• Нарăсăн 13-мӗшӗ – Никита. Ула кураксемпе чанасем хытă шавлаççӗ – çил-тăмана. Уйăх тӳпере ялтăр çутă – çанталăк аван пулать. Кăмакари вутă çунасшăн мар, тӗтӗм кăларать-тӗк – кӗçех çанталăк ăшăтать.

• Нарăсăн 14-мӗшӗ – Трифон. Çак кун юр çусан çуркунне çумăрлă пулать. Ку кунхи çанталăк нарăс уйăхӗн иккӗмӗш çурри мӗнле пуласса кăтартать. Ăшă пулсан тата 30 кун ăшă тăрать. 

• Нарăсăн 15-мӗшӗ – Сретени. Çак кун хӗллепе çуркунне тӗл пулаççӗ. Çил-тăман тухсан çуркунне вăраха тăсăлать. Тумла юхать – тулă ăнса пулать. Çиллӗ-тӗк – улма-çырла тухăçлă пулать.

• Нарăсăн 16-мӗшӗ – Семен тата Анна. Тӳпере çăлтăр нумай – сивӗтессе, сахал-тăк – çанталăк пăсăласса. Çак кун юр çусан çулла çумăрлă пулать. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы