Халăх календарӗ
• Çӗртме уйăхӗн 2-мӗшӗ – Тимофей. Çак кун çумăр çусан раштав уйăхӗнче юр нумай çăвать.
• Çӗртме уйăхӗн 3-мӗшӗ – Олена, Константин. Аслати авăтса çумăр çăвать-тӗк – кӗркунне те вăйлă çил вӗрсе çумăрсем пулаççӗ. Ку кун пăр çусан – декабрӗн 3-мӗшӗнче юр çăвать.
• Çӗртме уйăхӗн 4-мӗшӗ – Василиск, шăпчăк кунӗ. Çак кун ирпе вăйлă сывлăм ӳкнӗ-тӗк – тухăçлă çул пулать. Час-час тӗтреллӗ – кăмпа ăнса çитӗнет. Кайăксем савăнса кайса юрлаççӗ – çанталăк аван тăрасса.
• Çӗртме уйăхӗн 5-мӗшӗ – Леонтий. Çак кун кукăркут (овод) йышлă-тăк – кăçал тухăç ăнса пулать. Кăткă тӗми тавра кăткăсем нумай – çанталăк аван тăрӗ.
• Çӗртме уйăхӗн 6-мӗшӗ – Симеон. Çумăр çусан кăмпа ăнса çитӗнет. Шăлан (шиповник) çак кун яланхинчен ытларах шăршă сарать-тӗк – çумăр кӗт.
• Çӗртме уйăхӗн 7-мӗшӗ – Иван. Çак кунтан пахчаçăсем ӳсекен пахча çимӗçсене каçсерен лайăх хуплама тăрăшаççӗ – ӳсен-тăрана сиенлетекен çăнăхлă сывлăм ӳкме пуçлать. Шапасем кваклатмаççӗ-тӗк – сивӗтессе.
• Çӗртме уйăхӗн 8-мӗшӗ – Карп. Вăрăмтуна питӗ йышлă пулсан июнь вӗçӗ ăшă, анчах çумăрлă пулать. Шăнасемпе вăрăмтунасем хытă çыртаççӗ – эппин кӗçех çумăр çăвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев