Халăх календарĕ
Йывӑҫсем ҫулҫă тăкса пӗтереймерӗҫ пулсан хӗл сивĕ пуласса кӗтмелле.
• Юпа уйăхӗн 30-мӗшӗ – Осий. Кăвакарчăнсем пытанаççӗ-тӗк – çанталăк пăсăласса. Килти хурсем çуначӗсемпе вӗçсе каясла суллаççӗ пулсан – çумăра.
• Юпа уйăхӗн 31-мӗшӗ – Лука. Хура кӗркунне вăрăмтунасем пулни – хӗлле ăшă пуласса.
• Чӳк уйăхӗн 1-мӗшӗ – Иван. Енчен те ноябрӗн 1-мӗшӗнче сивӗ тата юрлă – çуркунне кая юлса килет, сивӗ пулать; ку кун ăшă-тăк –
çуркунне те ăшă пулать. Çак кун питӗ пылчăклă-тăк – хӗл лариччен тата тăватă эрне юлнă.
• Чӳк уйăхӗн 2-мӗшӗ – Артемий. Çил анăçран вӗрсен – йӗпе-сапа вăраха каять. Юр типӗ çӗр çине ӳксен – кӗçех ăшăтать.
• Чӳк уйăхӗн 3-мӗшӗ – Илларион. Çак кун уяр пулсан кӗçех сивӗтет. Упа хӗл каçма çӳллӗрех вырăнта вырнаçнă шăтăк суйласа илет-тӗк – çуркунне шыв нумай пулать.
• Чӳк уйăхӗн 4-мӗшӗ – Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗ. Çак кун çумăр çусан кӗçех хӗл ларать. «Казанскинче кăнтăрлаччен çумăр çăвать, кăнтăрла хыççăн хӗл ларать».
• Чӳк уйăхӗн 5-мӗшӗ – Иаков. Çак кун çумăр çусан çитес çул тыр-пул ăнса пулать. Малтанхи сивӗсем ытларах чухне виçӗ кунран ытла тăмаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев