Халăх календарĕ
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Çак кун пӗлӗтлӗ пулсан е юр çусан — тепӗр çул çу уйăхӗн вӗçӗнче çумăрлă пулать.

•Чӳк уйăхӗн 27-мӗшӗ — Филипп. Çак кун пӗлӗтлӗ пулсан е юр çусан — тепӗр çул çу уйăхӗн вӗçӗнче çумăрлă пулать. Тӳпере «суя» хӗвел курăнсан — сивӗтессе.

•Чӳк уйăхӗн 28-мӗшӗ — Гурий. Хӗвел ирпе хӗрелсе тухсан — çил-тăмана. Çак кун çиллӗ пулсан раштав уйăхӗн варриччен çиллӗ пулать.

•Чӳк уйăхӗн 29-мӗшӗ — Парамон, Матвей. Пӗлӗтсем самай аялтан шăваççӗ-тӗк — сивӗтессе. Çак кун мӗн чухлӗ ăшăрах, хӗлле çавăн чухлӗ сивӗрех пулать.

•Чӳк уйăхӗн 30-мӗшӗ — Андрей, Григорий. Ку кун мӗнле — хӗл тăршшӗпех çапла пулать.

• Раштав уйăхӗн 1-мӗшӗ — Роман тата Платон. Çак кун çанталăк аван пулсан хӗл лăпкă иртет. Раштавăн 1-мӗшӗнче çуралнă çын çанталăк епле пуласса пӗлсе тăрать теççӗ.

• Раштав уйăхӗн 2-мӗшӗ — Авдий. Юр çусан çулла çумăрлă пулать. Çак каç курнă тӗлӗке астуса юлма тăрăшмалла тет, вăл пуласлăх пирки калаканни.

• Раштав уйăхӗн 3-мӗшӗ — Прокл. Çак кун инçе çула тухма хушмаççӗ. Уяр çанталăк пулсан утă уйăхӗ типӗ те шăрăх пулать.


народные приметы

Нет комментариев