Халăх календарĕ
Нарăс уйăхӗн 5-мӗшӗ — Агафий. Çак кун юр нумай-тăк — кăçал тырпул ăнса пулать. Хӗвеллӗ кун — çуркунне ир килет тата ăшă пулать. Сивӗ те хӗвеллӗ — çурла уйăхӗ шăрăх пулать.
• Нарăсăн 6-мӗшӗ — Аксинья. Çак кун çуркунне епле пуласса кăтартать.
Нарăсăн 7-мӗшӗ — Григорий. Çанталăка сăнамалла: кăнтăрлаччен мӗнле — çитес хӗлӗн пӗрремӗш çурри те çапла; кăнтăрла хыççăнхи çанталăк хӗлӗн иккӗмӗш çурри епле пуласса кăтартать. Çак кун юр çусан çитес хӗл хăвăрт лармасть.
• Нарăсăн 8-мӗшӗ — Федор. Пăрçапа усă курса юмăç яраççӗ: енчен те пăрçа турилкке тӗпӗнче сас кăларса кусать — шартлама сивӗсем пулаççӗ-ха, сасăсăр — юр çăвать. Ку кунхи çанталăк çуркунне епле пуласса кăтартать.
• Нарăсăн 9-мӗшӗ — Златоуст. Пӗлӗтсем çиле хирӗç шăваççӗ-тӗк — юр çăвасса; кантăксем тарлани — ăшăтасса.
• Нарăсăн 10-мӗшӗ — Ефрем. Хӗртсуртăн менелникӗ. Çиллӗ кун — çулла йӗпе-сапаллă пуласса.
• Нарăсăн 11-мӗшӗ — Лаврентий. Ку кун çӗнӗ уйăх вăхăтне лекнӗ-тӗк — çитес уйăхăн иккӗмӗш çурринче çак кунхи пек çанталăк пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев