Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

• Нарăс уйăхӗн 19-мӗшӗ — Вукол. Çак кун шартлама сивӗ пулсан, çуркунне ир килет, çулла типӗ те шăрăх пулать. Вукол кунӗнче килтен никама та нимӗн те кивçен памаççӗ.

• Нарăс уйăхӗн 20-мӗшӗ — Лука. Хӗвел хӗрелсе ансан çулла сивӗ пулать. Кăнтăрла çил вӗрсен çурхи тырăсем ăнса пулаççӗ. 

• Нарăс уйăхӗн 21-мӗшӗ — Захарий. Çак кун мӗн чухлӗ сивӗрех, пуш уйăхӗнче çавăн чухлӗ ăшăрах пулать. Захарий кунӗнче шартлама сивӗ пулни тата хӗл кӗске пулнине кăтартакан паллă. 

• Нарăс уйăхӗн 22-мӗшӗ — Валентина. Нарăс уйăхӗн вӗçӗ мӗн чухлӗ сивӗрех, пуш çавăн чухлӗ ăшăрах пулӗ. Йывăç тураттисем юр нумаййипе авăнса лараççӗ-тӗк — тухăç ăнса пулать кăçал.

• Нарăс уйăхӗн 23-мӗшӗ — Прохор. Çурçӗртен çил вӗрсен çулла пăр çăвас хăрушлăх пур. Сивӗсем йăвашланма пуçлаççӗ. «Прохор килчӗ — çуркунне илсе килчӗ», — теççӗ. 

• Нарăс уйăхӗн 24-мӗшӗ — Власий. Юр çусан кӗçех ăшăтать. Йывăçсене пас тытнă-тăк — сивӗсем тата та пулаççӗ-ха. 

• Нарăс уйăхӗн 25-мӗшӗ — Алексей. Тумла пăрӗсем нумай — çулла пахчара çимӗç ăнса пулать. Нарăс вӗçӗнче час-час тӗтреллӗ-тӗк — çулла çумăрлă пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы