Халăх календарĕ
• Пуш уйăхӗн 18-мӗшӗ — Конон. Çак кун хӗвеллӗ-тӗк, çулла пăр çăвасран хăрамалла мар. Конон хыççăн 40 хутчен тăм ӳкет (ирхи сивӗ).
• Пуш уйăхӗн 19-мӗшӗ — Константин. Енчен те улатакка пуш уйăхӗнче йывăçсене таккать-тӗк — сивӗсем вăрахчен пулаççӗ.
• Пуш уйăхӗн 20-мӗшӗ — Павел. «Çуркунне кунне сакăр тӗрлӗ çанталăк», — теççӗ сăнакансем. Каç енне çанталăк ăмăр-тăк — тепӗр кун тăм ӳкессе.
• Пуш уйăхӗн 21-мӗшӗ — çурхи кунпа çӗр танлашни. Пӗлӗтсене сăнамалла: енчен те вӗсем тӳпере пит çӳлте тата хăвăрт шăваççӗ-тӗк — уяр çанталăка. Çил-тăман тухса юр тепӗр хут хире хумлăн-хумлăн ларсан — тыр-пул тата пахча çимӗç ăнса пуласса.
• Пуш уйăхӗн 22-мӗшӗ — Сороки, тăри кунӗ. Çак кун ăшă пулсан тата 40 кун ăшă пулать. Ăшă çил вӗрсен çулла çумăрлă пулать. Пӗрремӗш аслати çара вăрман çийӗн авăтсан — выçлăх çул пуласса. Ку кун сивӗ-тӗк — тыр-пул ăнса çитӗнессе.
• Пуш уйăхӗн 23-мӗшӗ — Василиса. Тӳпере кăвак пӗлӗтсем пулни — ăшăтасса тата çумăр çăвасса. Çак кунран аслати авăтма пултарать.
• Пуш уйăхӗн 24-мӗшӗ — Ефим. Йывăçсем çулçă кăлариччен куккук авăтсан — тыр-пул начар çитӗнессе. Хурăн шывӗ юхма пуçлать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев