Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

• Ака уйăхӗн 8-мӗшӗ — Гавриил. Çак кун çанталăк мӗнле — юпа уйăхӗн 8-мӗшӗ çапла пулать.

• Ака уйăхӗн 9-мӗшӗ — Матрена. Текерлӗк (чибис) каçпа кăшкăрать-тӗк — тепӗр кун уяр пулать; аялтан вӗçет пулсан — типӗ кунсем вăрах пулаççӗ. 

• Ака уйăхӗн 10-мӗшӗ — Иларион. Çак кун тӗлне пирвайхи çурхи чечексем курăнма пуçланă. 

• Ака уйăхӗн 11-мӗшӗ — хурăн йывăççин кунӗ. Хурăн шывӗ юхтараççӗ. Вăл чирлӗ çынсене сиплет, юна тасатать. Хурăнран сӗткенӗ чамасăр нумай юхать-тӗк — çулла йӗпе пулать. 

• Ака уйăхӗн 12-мӗшӗ — Иван. Çак кун килти хӗрт-сурт алхасать теççӗ. Мăн асатте-асаннесем выльăх-чӗрлӗхе çӗр каçма витене хупса хума хушнă, кил хуçисене хăйсене те пӳрте шал енчен питӗрме сӗннӗ. 

• Ака уйăхӗн 13-мӗшӗ — Ипатий. Çак кун кил хуçалăхӗнчи кирлӗ мар çӗтӗк-çурăка çунтарса яма хушаççӗ. Сывлăхлă пурăнас тесен çак кун çӗнӗ тум туянмалла тет.


• Ака уйăхӗн 14-мӗшӗ — Мария. Çырмасенчи пăр хăвăрт кайса пӗтсен çулталăк çăмăл пулать. Каçхи тӳпе çăлтăрлă та тăрă пулсан — çулла тухăç аван пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы