Халăх календарĕ
Çӗртме уйăхӗн 10-мӗшӗ – Никита. Ку кун лăпкă-тăк – кӗркунне тулăх тухăç пухса илме хатӗрлен.
• Çӗртме уйăхӗн 11-мӗшӗ – Феодосия. Ыраш лайăх ӳсет пулсан кăмпа та ăнать. Çумăр хыççăнах вăйлă çил вӗрет-тӗк – çанталăк нумайлăха пăсăлать.
• Çӗртме уйăхӗн 12-мӗшӗ – Исаакий. Çӗленсен праçникӗ. Эрешмен карта карать-тӗк – кӗç çанталăк улшăнать. Çак кун шăлан чечекре пулсан хӗл хаяр пулать.
• Çӗртме уйăхӗн 13-мӗшӗ – Еремей. Çак кун çумăр çусан тухăç япăх пулать теççӗ. Каçалапа сывлăм ӳкмесен – ыран çумăр çăвасса.
• Çӗртме уйăхӗн 14-мӗшӗ – Устин тата Харитон. Çил хӗвеланăçӗнчен вӗрет-тӗк – çанталăк пăсăласса. Кăткăсем хăйсен тӗмӗ тавра йышлăн çӳреççӗ-тӗк – аван çанталăка.
• Çӗртме уйăхӗн 15-мӗшӗ – Никифор. Çерçисем пӗр-пӗринпе çапăçаççӗ, ашкăнаççӗ-тӗк – çанталăк аванланать. Хӗвел каçалапа пӗлӗтсен хыçне пытансан – çумăра.
• Çӗртме уйăхӗн 16-мӗшӗ – Лукьян. Юхтарса çумăр çусан кăмпа нумай пулать. Ирпе тӗтре шыв çине карса илсен – аван çанталăка.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев