Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Утă уйăхӗн 30-мӗшӗ — Марина тата Лазарь. Çак кун аслати авăтсан кӗркунне çумăрлă, хӗлле вара тăманлă пулать. Шăрăх та типӗ кун — хӗлле юр сахал çăвать, сивӗ пулать. Çак тата кун хыççăнхи виçӗ куна пăхса кӗркунне мӗнле пуласса пӗлеççӗ.

• Утă уйăхӗн 31-мӗшӗ — Емельян. Çак кун шăрăх-тăк, декабрьте сивӗ пулать. Хурăн çулçисем йывăçăн тăрринчен саралма пуçласан — кӗркунне ир пулать.
• Çурла уйăхӗн 1-мӗшӗ — Макрида. Ку кун çумăр çуни — кӗркунне йӗпе-сапаллă пуласса. Çурла уйăхӗн пӗрремӗш кунӗ типӗ-тӗк — çакăн пек кунсем тата нумай пулаççӗ. 
• Çурла уйăхӗн 2-мӗшӗ — Илья (Ӗллен). Çак кун çумăр çусан çитес çул тырпул ăнса пулать. Ку кун ӗçлеме юрамасть, уйрăмах хирте. Илья кунӗ тӗлне кун 2 сехете чакнă. 
• Çурла уйăхӗн 3-мӗшӗ — Онисим, Семен. Аслати авăтсан кӗр вăраха тăсăлать. Кăткă тӗмисем çинче кăткă нумай — хӗл сивӗ пуласса. Çак кун çуралнă çыннăн талисманӗ — хӗвелçаврăнăш. 
• Çурла уйăхӗн 4-мӗшӗ — Мария. Çак кунхи сывлăм ӳсен-тăраншăн сиенлӗ. Ку вăхăтра аслатиллӗ çумăр айӗнче ӗçлеме хушмаççӗ — аçа çапма пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы