Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Çурла уйăхӗн 26-мӗшӗ — Тихон, Максим. Вăрманта кăмпа нумай-тăк, çитес çул тухăçлă пулать. Çак кун çил-тăвăл тухсан сентябрьте çумăр нумай çăвать. Çак кун çилсӗр пулсан çитес кунсенче вăйлă çиллӗ пулать.

• Çурла уйăхӗн 27-мӗшӗ — Михей. Вăйлă çил вӗрсен сентябрь çумăрлă пулать. Çак кун тăрнасем кăнтăралла вӗçеççӗ-тӗк — октябрь варринчех сивӗтет. 

• Çурла уйăхӗн 28-мӗшӗ — Успени. Çак кун асамат кӗперӗ курсан кӗркунне ăшă пулать. Уяр çанталăк тăрать-тӗк — «карчăк ăшши» сентябрӗн 13-мӗшӗнче тытăнать те 21-мӗшӗнче вӗçленет, анчах йӗпе-сапаллă пулать. Эрешмен карти нумай — хӗлле сивӗ тата сахал юрлă пулать. 

• Çурла уйăхӗн 29-мӗшӗ — Мăйăр Сăпасӗ. Çумăр çусан кӗркунне йӗпе-сапа пулать. Çак кун тӗлне тăрнасем кăнтăра вӗçсе кайса пӗтеççӗ-тӗк, Пукравра сивӗтет. Уяр çанталăк тăрсан хӗл кӗске пулать. Куккук авăтнине илтни — хӗл шартлама сивӗ пуласса.

• Çурла уйăхӗн 30-мӗшӗ — Мирон. Хӗвел тухнă чух тӳпе хӗрлӗн курăнать-тӗк — çанталăк çиллӗ пулать. Çак кун çумăр çусан вара кӗркунне ăшă та типӗ пулать. 

• Çурла уйăхӗн 31-мӗшӗ — Лавр тата Фрол. Çак кунччен ыраш акса ӗлкӗреймесен çитес çул тухăç япăх пулать. Лашапа ӗçлеме юрамасть. Çумăр çуни — аван паллă, тухăç аван пулать. 

• Авăн уйăхӗн 1-мӗшӗ — Андрей тата Фекла. Çил кăнтăртан вӗрет-тӗк — сӗлӗ ăнса çитӗнет. Çак кун çуралнă çын питӗ ăслă пулать. Кун ăшă-тăк — кӗркунне те çапла пулать, сивӗ пулсан — час шăнтма пуçлать, ноябрь уйăхӗ сивӗ пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы