Çӗнӗ хыпарсем

Халăх театрӗсен конкурсӗ пуçланчӗ

Сентябрӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанра Шамиль Закиров ячӗллӗ «Идел-йорт» театр коллективӗсен XXVI регионсен шайӗнчи конкурсӗ пуçланчӗ. Кăçал конкурс Раççей Федерацинче Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ, Тутарстанра çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулӗ пулнине тӗпе хурса иртет.

 

 

народный театр 2 этап2026 çулта конкурса Тутарстан Республикин 40 районӗпе хулинчен 64 заявка илнӗ йӗркелӳçӗсем. Куçăн мар майпа суйлав турӗ иртнӗ хыççăн II тура 32 спектакль юлнă. 

Зонăсенчи тур сентябрӗн 10-мӗшӗнчен октябрӗн 14-мӗшӗччен 9 зонăра, патшалăх театрӗсен сценисем çинче иртет. III тура 12 спектакль суйласа илеççӗ. Ноябрӗн 9 – 14-мӗшӗсенче Габдулла Кариев ячӗллӗ Тутар патшалăх Çамрăксен театрӗнче иртет, финалӗ Г.Камал ячӗллӗ тутар патшалăх акакдеми драма театрӗнче декабрӗн 7-мӗшӗнче пулать. Çӗнтерӳçӗсен ячӗсене çакăнта пӗлӗпӗр.

Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru.


конкурс

Нет комментариев