Халăх туслăхĕ — кĕнекере
Чăваш кӗнеке издательстви «Халăх туслăхӗ — кӗнекере» Ача-пăча наци литературин регионсен хушшинчи кунне хутшăнчӗ. Вăл апрелӗн 19-мӗшӗнче Пушкăртстан Республикин Ахмет-Заки Валиди ячӗллӗ Наци библиотекинче иртрӗ.
Мероприятие йӗркелекенӗ — Чăваш Республикин Ача-пăчапа çамрăксен библиотеки. Программа питӗ пуян пулчӗ. «Библиотека — культурăсен диалогӗ валли уçă площадка» темăпа иртнӗ çавра сӗтелте чăваш тата пушкăрт библиотекарӗсем, çыравçисем, кӗнеке кăларакансем, ӳнерçӗсем, Авăркас тата Пишпӳлек районӗсенчен килнӗ чăвашсем тӗл пулчӗç, хăйсен опычӗпе пӗрне-пӗри паллаштарчӗç, ача-пăча наци литературин аталанăвне сӳтсе яврӗç.
Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова хăй ӗçлекен организацин ӗçӗ-хӗлӗ, уйрăммăн ача-пăча литератури пирки каласа пачӗ: кӗнеке серийӗсемпе, таврапӗлӳ проекчӗсемпе паллаштарчӗ. Уйрăмах çамрăк авторсем çинче тӗплӗн чарăнса тăчӗ. Çавсен шутӗнче Лариса Петровăна, Ольга Австрийскаяна, Нина Царыгинăна, Ирина Кошкинăна, Дмитрий Моисеева, Мальвина Петровăна асăнчӗ.
З. Биишева ячӗллӗ «Китап» Пушкăрт кӗнеке издательствин директорӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Эльмира Хайритдинова ачасем валли хатӗрленӗ аудиопроект — «Клубок» юмах — çинчен каласа пачӗ. Ăна ятарлă çар операцийӗнче малти линире тăшманпа çапăçакан М. Шаймуратов ячӗллӗ Пӗрремӗш пушкăрт батальонӗн боецӗсем сасăлатнă иккен. Эльмира Иршатовна палăртнă тăрăх, халӗ нумай ачан ашшӗ СВОра, çавăнпа та кӗнеке кăларакансем çамрăк вулакансене тăван çыннисен сассине илтме кăмăллă пулӗ тесе шутланă.
Сывлăх енчен çирӗпех мар ачасемпе йӗркеленӗ тӗлпулусене чăваш çыравçисенчен Светлана Гордеева, Чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи тата Ольга Федорова хутшăнчӗç, хăйсен пултарулăхӗ пирки каласа пачӗç, кӗнекисемпе паллаштарчӗç.
Пушкăртстанри чăваш культурин аталанăвӗ пирки регионти «Канаш» обществăлла организацин председателӗн çумӗ Людмила Мурманская пӗлтерчӗ. Вăл хăнасене Лидия Шуршăл çыравçăпа паллаштарчӗ. Лидия Александровна хăйӗн пултарулăхӗ çинчен каласа пачӗ, чăвашла, вырăсла тата тутарла çырнă хайлавӗсен йӗркисемпе паллаштарчӗ.
Мероприятие Чăваш тата Пушкăртстан Республикисен культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Галина Кириллова тата Пишпӳлек районӗнчен килнӗ чăваш ансамблӗ юрăпа илем кӳчӗç.
ЧР Ача-пăчапа çамрăксен библиотекин пресс-служби.
О. Федорова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев