Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăхсем туслă пурăнччăр

Августăн 22-мӗшӗнче Хусанти М.Горький ячӗллӗ культурăпа кану паркӗнче «Пурнăç йывăççи» фестиваль иртрӗ

 Хусан мэрийӗпе Тутарстан Халăхсен ассамблейи пӗрле пуçарнă фестиваль икӗ çула тăсăлчӗ. Тутарстанра пурăнакан тӗп халăхсен «Пурнăç йывăççи» пирки хăюллăнах çапла калама пулать. Пӗлтӗр июль уйăхӗнчен пуçласа кашни икӗ эрнере пӗр-пӗр халăхăн юрри-кӗввипе киленни çеç мар, вӗсен ӗçри ăсталăхне те хăнăхма тăрăшрăмăр. Анчах кӗркунне пуçланнипе пӗлтӗр «черет çитмен» халăхсем кăçал фестивале малалла тăсрӗç. 

 Нумай пулмасть вырăс, пушкăрт, тутар халăхӗсен культурисемпе паллашрăмăр М.Горький ячӗллӗ культурăпа кану паркӗнче. Çак эрнере вара фестивале хутшăннă халăхсен пӗрлехи фестивалӗ пулчӗ. Тӗп площадкăран кăшт айккинче пысăках мар палаткăра Тутарстанра авалтан пурăнакан халăхсен тумӗсенчен курав йӗркеленӗ. Тӗттӗмленсен те, телефон хунарӗпе çутата-çутата тишкерчӗç вӗсене курма пынисем.  Кашни халăхăн пултарулăх ушкăнӗ пӗчӗк концерт хатӗрлесе килнӗ. Юрă-ташă ăстисем Хусанти ансамбльсем е искусствăпа культура вӗрентӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсем мар, Тутарстанăн районӗсенче пурăнакансем пулни йӗркелӳçӗсене чыс тăвать – фестивале ячӗшӗн йӗркелемен апла, чăнах та республикăри кашни наци хăйхаклăхне, культурине шӗкӗр хуламăрта пурăнакансемпе унăн хăнисене кăтартма ăнтăлнă, фольклорӗ те аутентичнăй, инçетри районсенче пурăнакан пултарулăх ушкăнӗсене те хавхалантарать çакă, паллах. 

Ташлама меллӗ тӳрем çинче концерт площадки ӗçлерӗ, хирӗçех мастер-класс вӗрентӳçисем çурма кăшăл туса ларса тухнă. Кашни ăста опытне теприне пама хатӗр, хăй тăвакан ӗç çинчен питӗ кăсăкланмалла каласа парать. Акă, пуçа тăхăнма тутар халăх  тюбетейӗ, калфакӗ – пӗри тепринчен илемлӗ, çакна кура хăшне кам тăхăнасси те паллă иккен. Ылтăн çиппе тӗрлесе эрешленӗ тюбетее пуян çын çеç тăхăнса çӳрейнӗ. Калфакӗсем районне кура уйрăлса тăраççӗ. Вӗтӗ-вӗтӗ бисерпа, вир кӗрпинчен те вӗтӗрехскерпе çӗленӗ чечекесем тата мӗнле черчен те илемлӗ курăнаççӗ! 

Тăм чӳлмексем тума çаврăнса тăракан станок пулмасан та вырăссем тăмран теттесем йăваласа тума хăнăхтарчӗç çак кун, ку сӗтел çывăхӗнче ытларах шăпăрлансем пулчӗç. 

Кӗрешӗнсем хӗрарăмсене кăкăр умне çакса çӳреме тамакса çӗлеме вӗрентрӗç.

Пушкăртсем пулăшнипе фетртан хăй аллипе ăсталанă брошь, хӗрсемшӗн, паллах, пуринчен илемли пулчӗ. 

Лениногорск районӗнчи йывăç ăсти Александр Ванюков мастер-класра кăмăл тăвакансене йывăç вăрттăнлăхӗсене уçса пачӗ.

Уйрăм сӗтел çине сарса хунă шурă пустав çине наци тӗррисене касса  кăларса тунă штемпльсемпе фестивале килнисем пичетсем лартрӗç, паллах, хăйсен наци тӗрриллӗ штемпльсене суйласа илчӗç. Вăйă вылякансем те çук марччӗ. Квест иртнисене ырласа чейпе, печенисемпе хăналарӗç. 

Пӗрисем халăх культурин ăсталăхӗпе интересленнӗ вăхăтра концерт площадки пушă тăмарӗ. Çӗпрел районӗнчи Людмила Сердцева ертсе пыракан «Хӗлхем» чăваш халăх фольклор ушкăнӗ, Çӳлту районӗнчен кӗрешӗнсен «Казансу» ансамблӗ, Саба районӗнчен «Зиляйлюк» тутар фольклор коллективӗ юрă хыççăн юрă шăрантарчӗç. Лениногорск районӗнче пурăнакан ирçесен «Эрзянка» халăх фольклор ушкăнӗн аккомпаниаторӗ пирӗн штатра тăман автор, Тутарстанри паллă чăваш композиторӗ Геннадий Садовников пулчӗ. Кукмор районӗнчен харăсах икӗ ансамбль – мари халăх фольклор ансамблӗ «Кна Вел» тата «Инвожо» удмурт халăх фольклор ансамблӗ «Пурнăç йывăççине» ятарласа килнӗ. «Ак тирек» пушкăрт фольклор ансамблӗ Хусантанах пулчӗ, Залесный поселокӗнче хăйсен наци культурине аталантараççӗ вӗсем. «Красная горка» вырăс ансамблӗ те Хусантанах. Вăл хăнасене кӗтсе илекен площадкăрах хăйӗн ăсталăхне кăтартрӗ, хăй кăна мар, ыттисене те юрă картине тăратрӗ. 

Фольклор ушкăнӗсен концерчӗ Тутарстанра кăна мар, Раççейӗн ытти кӗтесӗсенче те аван пӗлекен «Закария» ушкăн юррисемпе вӗçленчӗ. Çакăн хыççăн халăх тӗррисене пичетсем лартса тухнă шурă пустава куракансен умне илсе тухрӗç. Раççей Патшалăх ялавӗн кунӗнче çак самант питӗ пӗлтерӗшлӗ курăнчӗ.  

Фестиваль яланах дискотекăпа вӗçленетчӗ. Халӗ те çаплах пулчӗ. Пӗр ăстрăм пӗр халăх кӗввипе, унтан кӳршӗллӗ халăх кӗввипе ташларӗç фестивале пынисем. Пурте тулли кăмăлпа саланчӗç М.Горький ячӗллӗ культурăпа кану паркӗнчен.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура