Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти Туслăх Çуртӗнче Çӗнӗ Шуçăм районӗ хăйӗн культурине кăтартрӗ

Чăваш Шупашкарӗнчен сӗтел хатӗрлесе килнӗ чăвашсем хăнасене пурне те хурăн шывӗпе сăйларӗç

Апрелӗн 12-мӗшӗнче 11:00 сехетрен хăнасене фойере районти фольклор коллективӗсем кӗтсе иле пуçларӗç. Высăссем, тутарсем, чăвашсем юрла-юрла савăнтарчӗç кӗрекенсене. 
Районăн историпе культура еткерлӗхӗн курав-презентацийӗ те чухăн мар. Ремесласемпе пӗрле тӗрлӗ халăхсен апат-çимӗç сӗтелӗсем те пуянччӗ. Вырăнти халăхсемпе пӗрле эрменсемпе узбексем те пурăнаççӗ иккен районта. Гастрономи фестивалӗнче чăвашсем хурăн шывӗпе хăналарӗç. 
Музей ӗçченӗсем Çӗнӗ Шуçăм районӗнчен тухнă паллă çынсемпе паллаштараççӗ, çав шутра чăваш этнографӗ Никифор Охотников çинчен те каласа кăтартаççӗ. 
Районти вырăс ялӗсемпе туризм маршрутне те йӗркеленӗ иккен. Петропавловская слободара кашни çул халăх юррин фестивалӗ иртет. 
Куравсем тӗрлӗ хутсенче вырнаçнă. Райцентрти музыка шкулӗн ачисем тӗрлӗ инструмент каласа мана пуçланă кӗвӗсене аса илтереççӗ. Вӗренекенсен пултарулăхне аталантаракан шкул ачасем хальхи технологисене еплерех алла илнипе паллаштарать. 
Тăмран савăт-сапа тăвакансем, пукане илемлетекенсем, гипса сăрласа теттесем тăвакансем, çыхакансем, пӗремӗк тăвакансем те хăйсен çитӗнӗвӗсемпе паллаштарасшăн. 
Концерт залӗнче 12:00 сехетрен районăн пултарулăх ушкăнӗсем спектакль кăтартрӗç. 14:00 сехетрен концерт пуçланчӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев