Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хальхи йышши суту-илӗве ӗлӗкхипе танлаштараймастăн

Октябрӗн 3-17-мӗшӗсенче Тутарстанра «От идеи до продажи» тӳлевсӗр вӗрентӗвӗн форум-марафонӗ иртет

Хальхинче Тутарстанра регистрациленнӗ усламçăсемпе уйрăм çынсене «Яндекс Маркет» маркетплейсра сутма вӗрентӗç. Марафона ТР Экономика министерстви тата ТР услама тӗрев паракан фондăн «Мой бизнес» центрӗ тӗрев панипе «Центр электронной торговли «Маркетплейс. Легко» автономиллӗ комерцилле мар организаци ирттерет.  

Марафон пынă хушăра унта хутшăнакансем маркетплейсра регистрациленӗç, тавар карточкисене тума, сăнӳкерчӗксене вырнаçтарма, конкретлă суту площадкин стандарчӗсемпе хăйсен продукцине хатӗрлеме, хăйсемшӗн пайталлă логистика схемине палăртма, харпăр кабинечӗсенче таварӗсен рекламине кăтартма вӗренӗç.

 «От идеи до продажи» марафонăн икӗ малтанхи тапхăрне республикăри 900 ытла çын хутшăннă. Вӗсем Wildberries тата Ozon маркетплейссем çине сутма тухма вӗреннӗ. Вӗрентӳ онлайн-видеокурс формачӗпе иртет. Унта Тутарстанра регистрациленнӗ бизнесменсем хутшăнма пултараççӗ. Çакна тăвас тесен вӗсен МСП.РФ платформăра https://drive.google.com/file/d/17WHa3j8cTBjteaeBCzc8P8nlfu9UxIjF/view ссылкăпа регистраци иртмелле. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев