Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хамăр хӗрсене «Раççей чăваш пики – 2023» конкурсра ăнăçу сунатпăр!

Шăматкун, декабрӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта иртекен «Раççей чăваш пики — 2023» илемпе пултарулăх конкурсӗнче Тутарстан чысне Çырчаллипе Аксу пикисем Анастасия АЛЕКСЕЕВĂПА Юлия ЕРЕМЕЕВА хӳтӗлеççӗ!

«Тутарстан пики» конкурсăн Положенийӗпе, Раççей шайӗнчи конкурса республикăра çӗнтернӗ пике хутшăнма тивӗçет. 2023 çулта тӗп титула Çырчаллинчи Анастасия АЛЕКСЕЕВА çӗнсе илнӗччӗ.

Иккӗмӗш конкурсантка Аксу район пики Юлия ЕРЕМЕЕВА. Юля питӗ пултаруллă пике, вăл — ТР ЧНКА çумӗнчи «Аталан» пӗрлешӗвӗн лидерӗ, Хусанта тӗрӗк халăхӗсен пикисен хушшинче иртнӗ «Науруз гузэле – 2023» конкурсăн çӗнтерӳçи, Красноярскри «Азия — Сибирь – 2023» конкурсăн финалистки.

Анастасийăпа Юлия хăйсен пултарулăхне хальхинче те туллин кăтартасса иккӗленместпӗр, çавăнпа вӗсене пур енчен те ăнăçу сунатпăр! Эпир сире шанатпăр, эсир – маттурсем!

Аса илтеретпӗр, «Раççей чăваш пики — 2023» конкурс декабрӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Чăваш драма театрĕнче кăнтăрла 12-ре пуçланать. (Сăнӳкерчӗксем «Тутарстан чăваш пики» конкурс дирекцийӗн тата Юлия Еремееван «ВКонтактери» страницисенчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество