Хамăрăннисем валли – машина
Тӗрлӗ çапăçусене хутшăннă çар ветеранӗ, пирӗн ентеш Владимир Егорович Ярухин Ульяновскри çар ветеранӗсен уйрăмӗн ертӳçипе Марс Саяповпа пӗрле декабрӗн 14-мӗшӗнче черетлӗ гуманитари акцине ирттернӗ. Ырă çынсем фронтри хамăр салтаксем валли ăсатма тепӗр УАЗ (буханка) машина парнеленӗ.
Машинăна туянмашкăн укçа-тенке Çӗпрел районӗнчи çар ветеранӗсен канашӗн председателӗ Виктор Петухов, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Дмитрий Солунский ячӗллӗ храма (настоятелӗ Владимир иерей) çӳрекенсем, Ульяновск облаçӗнчи Кивӗ Майнари «Эпир пӗрле» ыркăмăллăх фончӗ (председателӗ Наталья Ильина), Кивӗ Майна халăхӗ панă.
Ветерансем пулăшакансене пурне те чӗререн тав тăваççӗ, машинăна çывăх вăхăтра салтаксем патне фронта çитерме шантараççӗ. (Сăнӳкерчӗк «Тăван ен» хаçатран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев