Хăнасене йышăнас индустрин тӗреклӗхӗпе Тутарстан тăваттăмӗш вырăнта
Туризма аталантарассипе Тутарстан Раççейри малта пыракан пилӗк регион шутне кӗнӗ
Çак кăтартусене Мускав патшалăх университетӗнчи Наци рейтингӗсен агентствин ESG-лабораторийӗ пичетлесе кăларнă.
Пирӗн республика Краснодар крайне (1-мӗш вырăн), Санкт-Петербурга (2-мӗш вырăн) тата Мускава (3-мӗш вырăн) çеç мала кăларнă. Çакнашкал результат патне Тутарстан патшалăх органӗсем, бизнес пӗрлешӳсем хутшăннипе çитме пултарнă. ТР территорийӗнче туризма тӗрев парас меслетсем пур, вăл лайăх ӗçлетӗр тесе Çутçанталăк территорийӗсемпе экотуризма аталантаракан дирекци ӗçлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев