Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хăрушă лару-тăрура ачасен мӗн тумалла?

ТР Следстви комитечӗн сотрудникӗсем çул çитмен ачасемпе ашшӗ-амăшӗсене хăрушлăхра хăйсене тӗрӗс мӗнле тытмалли правилăсене аса илтереççӗ:

Ашшӗ-амăшӗн мӗн пӗлмелле?

  • Хăрушсăрлăх правилисене ача пăхăнтăр тесен чăн малтан ашшӗ-амăшӗн хăйӗн тӗслӗх кăтартмалла;
  • Ачана тимлӗн итлеме, ăна мӗн хумхантарнине ыйтма, вăл мӗн каланине анализ тума хăнăхмалла;
  • Хăрушлăх сиксе тухсан камран пулăшу ыйт­маллине ачана ăнлантармалла;
  • Шкула е ача садне ăсатнă чухне ăна çав кун кам пырса илессине каламалла, ытти çынпа кайма юраманнине ăнлантармалла. Ачана кам пырса илессине воспитательсемпе учительсене те асăрхаттарса хумалла;
  • Ачана шкултан кӗтсе илмелле;
  • Хăйне кăна урама кăларса ямалла мар;
  • Палламан çын шăнкăравласан, хирӗç «алло» тенисӗр пуçне хушамата, ята, атте ятне, адреса тата килте хăй кăна иккенне нихăçан та калама юраманнине ачана ăнлантармалла;
  • Ачăр енӗпе преступлени пулсан кун çинчен тӳрех полицие пӗлтермелле;
  • Ача-пăча учрежденийӗсен çывăхӗнче шик­лентерекен çынна асăрхасанах полици чӗнтермелле;

Мӗншӗн-ха йӗркеллӗ çемьери ăслă-тăнлă ача преступниксен аллине çакланать? Мӗншӗн тесен аслисем авторитет пулнипе, хисеплеме хăнăхнипе вӗсенче хăрушлăх курмасть. Преступник çакăнпа усă курса ачана хăй енне çавăрса улталама пултарать. Çавăнпа ашшӗ-амăшӗн ачана куçран вӗçертмесӗр пăхни кăна çителӗксӗр, урамра хăрушлăха лекес мар тесен мӗн-мӗн тумаллине вӗрентмелле.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #ОсторожноМошенники безопасность детей