Хăрушă лару-тăрура ачасен мӗн тумалла?
ТР Следстви комитечӗн сотрудникӗсем çул çитмен ачасемпе ашшӗ-амăшӗсене хăрушлăхра хăйсене тӗрӗс тытмалли правилăсене аса илтереççӗ.
Усал çын аллине лекес мар тесен мӗн тумалла?
- Палламан çын ку е вăл урам ăçтине ыйтсан, мӗнле каймаллине ăнлантар, анчах ăсатса яма нихăçан та ан килӗш;
- Палламан çын хăйне ăсатса яма ыйтсан: «Ăçта тата кампа каяссине атте-аннене кайса калам-ха малтан», – темелле;
- Йытă-кушак е ытти чӗрчун кăтартассипе илӗртсен е сумкăна йăтса пулăшнăшăн укçа пама шантарсан «ÇУК», – темелле;
- Пӗлмен çын кинора ӳкерӗнме е илем конкурсне хутшăнма чӗнсен тӳрех ан килӗш, хăçан тата ăçта аçу-аннӳпе пымаллине ыйт;
- Енчен те юнашарах машина чарăнчӗ-тӗк, май пур таран аяккарах пăрăн, ларма нихăçан та ан килӗш;
- Палламан çын урамра санран юлмасăр хыççăн пырать пулсан, хуть мӗнле çурт патне пырса чӳречерен çывăх çынна курнă пек туса ăна чӗнсе аллуна сул.
Хăçан «ÇУК» теме пӗлмелле?
• Пӗлмен çын хăй патне хăнана чӗнсен е машинăпа леçме сӗнсен;
• Шкула е ача садне ют çын илме килсен (çак çын пирки ашшӗ-амăшӗ маларах асăрхаттарман пулсан);
• Килте атте-анне çук чухне палламан е сахал пӗлекен çын киле кӗртме е унпа ăçта та пулсан кайма ыйтсан;
• Палламан çын мӗнпе-тӗр хăналасшăн пулсан.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев