Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хăрушă лару-тăрура ачасен мӗн тумалла?

ТР Следстви комитечӗн сотрудникӗсем çул çитмен ачасемпе ашшӗ-амăшӗсене хăрушлăхра хăйсене тӗрӗс тытмалли правилăсене аса илтереççӗ.

 Лифтра

• Лифтра палламан çын пулсан – ан лар;

• Енчен те палламан çын лифта кӗчӗ-тӗк ун енне çурăмпа ан тăр;

• Кнопкăна тепӗр хутрах чарăнмашкăн вӗçӗмсӗр пус. Чарăнсанах лифтран тух. Ют çын тапăнчӗ-тӗк хытă кăшкăрса пулăшу ыйт;

• Енчен те вăл ярса тытрех пулсан, ан йӗр, лăпкăн калаçма тăрăш, хăтăлма май пулсанах тар, япалусене пуçтарса ан чăрман.

Подъездра

• Çурт патне çитсе пынă май хăв хыççăн кам та пулсан пынине сăна;

• Енчен те палламан çын хыçран юлмасть-тӗк, подъезд патне ан пыр. Урамра тата пӗр 10–15 минут пек уçăлса çӳре. Хайхи çын хыçран юлмасть пулсан хирӗç килекен аслисенчен пулăшу ыйт.

• Çуртра домофон пур-тăк, унпа хваттере шăн­кăравласа аçуна е аннӳне хирӗç тухса илме ыйт.

• Палламан арçын хăв хыççăн подъезда кӗчӗ пулсан васкаса урама чупса тух та çуртра пурăнакан аслă çынпа кăна подъезда кӗр.

• Каç пулсан подъезда хăв кăна ан тух;

• Кӗтмен çӗртен тапăнчӗç пулсан хăтăлса тарма тăрăш, хыттăн кăшкăрса пулăшу ыйт. 

Машинăра

• Палламан çын машинине нихăçан та ан лар;

• Енчен те ют машинăна ларсан, унти çын савăшу çинчен калаçу пуçарсанах машинăна чарма ыйт;

• Енчен те машинине чармасть-тӗк, чӳречине уçма, çӗмӗрме тăрăш, çапла майпа ытти водительсене, полицие машина çине тимлӗх уйăрттарма тăрăш.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасность детей правила поведения