Хăрушă лару-тăрура  ачасен мӗн тумалла?
Çӗнӗ хыпарсем

Хăрушă лару-тăрура ачасен мӗн тумалла?

ТР Следстви комитечӗн сотрудникӗсем çул çитмен ачасемпе ашшӗ-амăшӗсене хăрушлăхра хăйсене тӗрӗс тытмалли правилăсене аса илтереççӗ.

Çуртра
• Алăка шаккаççӗ пулсан уçиччен малтан глазокран пăх. Лайăх пӗлекенсене кăна кӗрт;
• Хваттертен тухас умӗн те глазокран пăхма ан ӳркен, унта çынсем тăраççӗ-тӗк, вӗсем каясса кӗт;
• Электрик, почтальон, сантехник чӗнмесӗрех килчӗ пулсан, малтан диспетчерскине шăнкăравласа вӗсем чăнах та специалист янине ыйтса пӗл;
• Киле таврăннă чух такам хыçран пынине сис­рӗн-тӗк, подъезда кӗме ан васка, каялла çаврăнса çын çӳрекен вырăна таврăн та иртен-çӳренсенчен ăсатса яма ыйт;
• Алăка уçăпа уçиччен малтан çывăхра çынсем пуррипе-çуккине пăх. Пур-тăк, киле кӗме ан васка.
• Палламан çынна нихăçан та хваттере ан ­кӗрт, мӗншӗн тесен ӗçпе аслисем патне кăна килеççӗ, ачасемпе калаçмаççӗ. Телеграмма е ытти документ илсе килтӗмӗр тесен те ан уç, документа илсе юлнине ӗнентерсе алă пусмалла, кăна вара аслисен кăна тума ирӗк пур. Çавăнпа почтальона, электрика е ытти специалистсене атте-анне килте чухне кăна килме каламалла. 

Ашшӗ-амăшӗ, асра тыт!
• Килте ачана кӳрентереççӗ е ун енӗпе киревсӗр ӗçсем тăваççӗ пулсан, ан манăр – ачан та закон хӳтӗлекен прави пур. Хăвăрăнне е кӳршӗ ачине кӳрентерсе асап кăтартаççӗ-тӗк, кун çинчен полицие пӗлтерӗр;
• Енчен те ачăр ашшӗ, пӗрле пурăнакан арçыннăр, тăванăр хăй çумне çулăхнине калать пулсан – курмăш ан тăвăр, ăна тимлӗн итленӗ хыççăн арçыннăрсемпе калаçăр. Ачăра пурпӗр унпа хăйне кăна хăварма ан тăрăшăр. Кун пек çынпа малалла пурăнни ачăршăн хăрушлăх пулнине ан манăр.

 


#Дети правила поведения

Нет комментариев