Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хăрушсăрлăх эрни шайӗнче иртекен мероприятисене 10 пине яхăн çын хутшăннă

Раççейре сентябрӗн 16-мӗшӗнчен пуçласа 20-мӗшӗччен çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни пырать. Унӑн тӗллевӗ — ачасем хутшӑннипе çул çинчи инкексене тата аварисенче сиен кӳрессине чакарасси.

Эрнен пуçламăшӗнче 75 яхăн мероприяти ирттерме ӗлкернӗ те Тутарстанри патшалăх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем.

Элкел районӗнче 500 ача «Правила дорожные детям знать положено» спектакль пăхнă, Элметре «Тропа безопасности» спортпа пӗлӳ конкурсӗ иртнӗ, Чистайпа Менделеевск хулисенче «Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗ» темăпа квест пулнă. Нурлат, Заинск, Кукмор, Чистай, Лениногорск, Аксу районӗсенче «Ребенок — главный пассажир!», «Безопасный переход», «Внимание, пешеход!» акцисем иртнӗ.

Кашни кун республикăн районӗсенче ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерме тата çул-йӗр правилисене аса илтерме ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем, канашлусем тата çавра сӗтелсем иртеççӗ.

ТР патшалăх автоинспекцийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасность бдд