Хăрушсăрлăх пиçиххи пурнăçа çăлать
Çӗнӗ хыпарсем

Хăрушсăрлăх пиçиххи пурнăçа çăлать

Тутарстанри Патшалăх автоинспекцийӗ «Çулпа çӳрес хăрушсăрлăх» Патшалăх бюджет учрежденийӗпе пӗрле «РЕМЕНЬ БЕЗОПАСНОСТИ СПАСАЕТ ЖИЗНЬ» конкурс ирттерет.

Конкурсăн условийӗсем питӗ те ансат: регистраци формине тултармалла та ун çумне сăнӳкерчӗк вырнаçтармалла. Сăнӳкерчӗке эсир машинара ларнă вăхăтра хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăннă чух тумалла. 18 çул тултарнă хутшăнакансен заявкисене кăна йышăнаççӗ. Конкурс 2022 çулхи декабрӗн 22-мӗшӗччен тăсăлать. 
Çӗнтерӳçӗсене ăнсăртран тухакан хисепсен генераторӗ пулăшнипе палăртӗç. Вӗсене «Çулпа çӳрес хăрушсăрлăх» Патшалăх бюджет учрежденийӗ асăнмалăх парнесем парса чыслать. 
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене 20221 çулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче пӗлтерӗç.  
 


Нет комментариев