Хастар яш-кӗрӗм ӗç тăвакан органсенче ӗçлеме хатӗр
2024 çулхи ноябрь уйăхӗнче Тутарстан Республикинче Çамрăксен Правительствин çӗнӗ йышне 33 çынна суйланă. Çӗнӗ командăн пуçарулăхӗ, хăвачӗ иксӗлми. Çакăн çинчен вӗсем тунтикун «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç.
Журналистсемпе тӗлпулăва ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Айгуль Сабирова, Çамрăксен Правительствин V пухăвӗн Председателӗн Пичет тата массăллă коммуникацисен ыйтăвӗсемпе канашçи Энзе Габдуллина, председатель тивӗçӗсене пурнăçлакан Андрей Шишов (Çамрăксен Правительствин председателӗ Игорь Жерненков ятарлă çар операцийӗнче) килнӗ, залра V пухура суйласа илнӗ çамрăксем пулчӗç, вӗсем хăйсен шухăшне трибуна умне тухсах каларӗç.
Çӗнӗ пухăвăн ӗç планӗсем пысăк, патшалăх грантне илме хатӗрлекен проекчӗсем нумай. Вӗсенчен пӗри «Голоса Татарстана» подкаст серийӗ. Унта республикăри ведомствăсемпе министерствăсен ӗçне çутатӗç. Экскурсисемпе, интервьюсемпе вӗсен ӗçне çамрăксемшӗн ăнланмалла кăтартӗç.
Çамрăксен Правительствине хăйне май институт тесе ăнланмалла, çывăх вăхăтрах патшалăх служащийӗ пулса ӗçлеме хатӗррисем тӗрӗсрех каласан, влаçăн ӗç тăвакан пайӗ – унта вӗренеççӗ, опыт пухаççӗ. Паллах, çамрăксем темӗнле хастар пулсан та çакна хăйсем тӗллӗн пурнăçлайман пулӗччӗç. Республикăри тӗрлӗ ведомствăсем, профильлӗ министерствăсем пӗрле килӗштерсе ӗçлени ума лартнă тӗллеве пурнăçлама май парать: пӗрисем кадрсем хатӗрлеççӗ, теприсем хăйсен амбицийӗсене пурнăçлаççӗ.
Тӗслӗхрен, Халăхсен хушшинчи хутшăнусен институтӗнчен вӗренсе тухакан Алина Давлетшина малашлăхне Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствипе çыхăнтарасшăн. Вăл патшалăх служащийӗ пулса практика иртнӗ, ăна ку ӗç килӗшет. Хӗр ялта çуралса ӳснӗ, унтах вӗренсе тухнă. Аслашшӗпе ашшӗ фермерсем. Хӗр фермерсен нуши-тертне, вӗсене мӗн кирлине, ӗç тăвакан органсенчен мӗн кӗтнине пӗлет. Çавăнпа ку енӗпе ӗçлеме хатӗр. Халӗ çыракан диплом ӗçӗ те ял хуçалăхӗпех çыхăннă – БРИКС çӗршывӗсенчи аграрисемпе пирӗн тăрăхри ял хуçалăх ӗçченӗсен хутшăнăвӗсем пирки пулӗ вăл.
Çамрăксен Правительствин планӗнче: «Новые горизонты», çамрăк предпринимательсене вӗрентекен «Развивай», «Делай Дело!» проектсене пурнăçа кӗртесси, Лисичанска гуманитари миссийӗпе çитсе килесси, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчи Çӗнтерӗве халалланă мероприятисем. Çамрăк патшалăх служащийӗсем валли «ГосСтарт» вӗрентӳ смени ирттересшӗн. Халăх пӗрлӗхӗн кунӗ тӗлне ролик ӳкересшӗн, Тутарстан Раисне суйланă кун футбол матчӗ йӗркелеме палăртнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев