Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХФУ ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансен ачисене пулӑшать

Университет СВО-на хутшӑнакансен ачисен вӗреневĕшĕн тӳлеве хӑй çине илнине пĕлтерет ХФУ ректорачӗ. Палӑртнӑ мерӑна Тутарстан Республикин ертӳлӗхӗпе килӗшӳ туса çирӗплетнӗ тата ТР Раисӗ Рустам Минниханов хӑй те йышăнăва ырланӑ.

Вĕрентӳ учережденийĕн Уставĕпе килĕшӳллĕн тӳлевлӗ вӗрентĕвĕн хакне 2024/2025 вӗренӳ çулӗнче ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансен ачисемшĕн 100 проценчӗпех чакарма йышӑну тунӑ. Тăкака Хусанти федераллӑ университет хӑйӗн укçи-тенки шучӗпе саплаштарĕ. Çăмăллăх «Об образовании Российской Федерации» Федераллă законăн 54 статийин 5 пайĕпе килӗшӳллӗн пурнӑçланать. Тӳлевлӗ вӗрентӳ хакне чакарассине локаллӑ нормативлӑ актпа палӑртаççĕ, унтан вӗренекене пӗлтереççӗ.

Республика бюджетĕнчен ХФУ валли ӑслӑлӑх тата вӗрентӳ проекчӗсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкӗ чылай уйăрнипе вĕренӳ заведенийĕн çак пулӑшăва пама май пур.

Пӗлтерӗшлӗ йышӑнӑва кирлӗ тата вӑхӑтра тунине СВО хутшӑнакансен ачисен университетăн администрацине çак ыйтупа нумайăн килни те çирӗплетет.
ХФУ ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансен çемйисене пулӑшса Çӗнтерӗвӗн пӗрлехи ӗçне пысăк тӳпе хывать.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: меры поддержки СВО