Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хирти Кушкăра çӗнӗ купель

Турă амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗнче, июлӗн 21-мӗшӗнче, Пăва районӗнчи Хирти Кушкă ялӗнче православи тӗнне ӗненекенсемшӗн питӗ пысăк уяв пулчӗ – Пăва пачăшки Иоанн атте çӗнӗ купеле светить турӗ.

Чиркӳ çурчӗ çӗкленсе, пысăкланса пырать пирӗн, пулăшакансем те хушăнсах тăраççӗ, йӗри-таврашне тирпейлеме хӗрсемпе каччăсем çӳреççӗ. 

Храм çӗкленнӗ май çăлкуç таппи те вăйланса пырать, майне тупса çӗр тӗпӗнчен тухса халапри пек шăнкăртатса юхать вăл. Каçса çӳреме икӗ енне те кӗпер туса хунă. Çурхи шыв кайсан арçынсем канашласа çăл çумне хăпартса купель туса лартрӗç. Ытармалла мар хитре пирӗн çӗнӗ купель! Шыв илме анакансем валли ларса канма сакăсем тунă, ура çума хăма сарса ятарлă вырăн тунă, шыва кӗмелли уйрăм пӳлӗм те пур, стенисем çине турăшсем вырнаçтарнă. Купелти сивӗ шыв алăпа перӗнсенех: «Сывă-и, сывлăхпа-и?» – тенӗн сас панăн туйăнать. Упрас, сыхлас пулать пирӗн çак çăла.

Турă амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗнче Иоанн атте ирхине храмра служба ирттернӗ хыççăн çӗнӗ купеле кӗлӗ вуласа светить тунă çӗре халăх йышлăн пухăнчӗ. Çанталăкӗ шăрăх тăчӗ. Çавăнпа купельте шыва кӗрекенсем сахалăн пулмарӗç. Ял çыннисем тутлă икерчӗ те пӗçерсе килнӗччӗ. Пурне те тутлă пылпа икерчӗ астивтерчӗç.

Храма çӗклеме, çăла тасатса ытарайми илемлӗ купель тума хутшăннисене пурне те чун-чӗререн тав тăватпăр! Çăлкуçа тасатни питӗ аван япала, нумай çул савăнтартăр вăл, мăнуксен мăн мăнукӗсене те юлтăр! 

 

Наталья МИХАЙЛОВА.

Пăва районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: православие