«Хӗл илемӗ» конкурсăн çӗнтерӳçисем паллă
Вулакансем ыйтнипе пуçарнă «Хӗл илемӗ» фотоконкурс вӗçленчӗ. Сăнӳкерчӗксене хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче кăларса пынăччӗ. Çӗнтерӳçӗсене те вулакансем хăйсем сасăласа палăртрӗç.
Эпир сире конкурс çӗнтерӳçисемпе паллаштарма хавас:
1-мӗш вырăн — 306 сасă — Алена Осипова (Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу);
2-мӗш вырăн — 239 сасă — Анжелика Носова (Пăва районӗ, Пӳркел);
3-мӗш вырăн — 198 сасă — Геннадий Карсаков (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Йӗлмел).
Вӗсене редакци «Сувар» логотипӗллӗ курка парнелет.
Çавăн пекех 157 сасă пухнă Алевтина Журавлевăна (Çӗпрел районӗ, Тутар Саплăк) та хаçат логотипӗллӗ шоппер парса хавхалантарать.
Çӗнтреӳçӗсене саламлатпăр! Конкурса хутшăннă кашни вулакана тав тăватпăр.
А.Осипова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев