Хӗл Мучи резиденцийӗ хӑнасене кӗтет
Ӑҫта пурӑнать Хӗл Мучи? Пӗлтеретпӗр - Етӗрне тӑрӑхӗнче!
Ҫӗнӗ ҫулӑн канмалли кунӗсене интереслӗ ирттерес килет пулсан Чӑваш Енри Етӗрне округне ҫул тытмалла. Шӑп ҫавӑнта вырнаҫнӑ чӑваш Хӗл Мучийӗн резиденцийӗ. "Хыпар" хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл январӗн 2-7-мӗшӗсенче кӑнтӑр кунӗн 12.00-16.00 сехетсенче хӑнасене кӗтет.
Резиденци Тури Ачаки ялӗнчи XIX ӗмӗрти чӑваш хресчен хуҫалӑхӗн музейӗнче вырнаҫнӑ.
Кунта Хӗл Мучипе тӗл пулма, хӗллехи тӗрлӗ вӑйӑсене хутшӑнма май пулать. Ача-пӑчасене кунта ялан хавас.
Сӑнӳкерчӗксем "Хыпар" хаҫатӑн телеграм-каналӗнчен. https://t.me/hyparchuvashia?boost
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев