Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗл умӗнхи эрне асра юлать

Хавхаланса ӗçлеме те, тавракурăма анлăлатма та май пулать. Йывăрлăхсемсӗр те мар, анчах вӗсене çӗнтерсе тата çирӗпрех пуласса шантараççӗ çăлтăрсем.

ТАКА 21.III-20.IV
Ку эрнере вăй-халăра тахçантанпа пыракан проектсене вӗçленӗ çӗре ямалла. Çӗнӗ ӗçе пуçăнма, пӗлтерӗшлӗ тӗлпулусене палăртма та меллӗ ку кунсенче. Харкам пурнăçра кăмăлăра çӗклекен сюрпризсем пулӗç.

ВĂКĂР 21.IV-20.V
Эрне лăпкăн, кăмăллăн иртсе каять. Сирӗн халӗ ытларах таврари çынсемпе, хăвăрпа килӗшӳ тупасси пирки шутламалла. Сире хумхантарнине эрне варринче сӳтсе явсан лайăх пулать. Эрне вӗçӗнче сывлăхăра тимлӗр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Тӗлпулусем, паллашусем çак кун енче нихăçанхинчен нумай пулаççӗ. Хăш-пӗрисем шăпа пӳрниех. Халӗ сирӗн командăпа ӗçлесен ăнăçу пулать, хăвăр çине яваплăх илме ан шикленӗр.

РАК 22.VI-22.VII
Уйăх витӗмӗпе-и, çак кунсенче эсир ытти чухнехинчен ытларах ӗмӗтленни сисӗнет. Ытларикун, юнкун юлташăрсемпе çывăх çыннăрсем пулăшасса шансах тăрăр. Харкам пурнăçра улшăнусем пулаççӗ.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Эрне питӗ хӗрӳ иртет, уйрăмах ӗçре — пуç çӗклеме вăхăт пулмасть. Тӗллевӗрсем пысăк, вӗсем патне çитме çăлтăрсем пулăшсах тăраççӗ. Хăвăр тăрăшуллăрах пулсан çак эрнере пит пӗлтерӗшлӗ ӗçсенче çитӗнӳ тăватăр.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Ăс-хакăлăра аталантарма меллӗ кунсем. Çӗнӗ ӗçе хăнăхма та çăмăл çак кунсенче. Эрнен иккӗмӗш çурринче кăмăллă çынсемпе тӗл пулатăр, вӗсем сире кирлӗ канашсем парӗç. Вырсарникун канса вăй пухăр.

ТАРАСА 23.IX-23.X
 Таврари çынсен тимлӗхӗ пӗр сирӗн çинче çеç пулӗ, çакă сире кăшт мăнкăмăллантарӗ те. Обществăлла пурнăçа хастар хутшăнатăр. Эсир уçă кăмăллă, сапăр пулнипе ӗçтешӗрсем те тӗрев парӗç, çӗнӗ çынсемпе те хăвăрт туслашатăр.

СКОРПИОН 24.X-22.XI
Пӗччен ларса иртнине аса илсе тарăн шухăшлама аван ку кунсенче. Кӗçнерникунпа эрнекун сирӗншӗн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ пулӗç, хăвăрта вăй хушăннине туятăр çак кунсенче. Харкам пурнăçра тăнăç, лăпкă.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Çулçӳреве тухса хăвăршăн нумай çӗннине уçатăр. Çăлтăрсем ку эрнери паллашусем пурнăçăр çине витӗм кӳрессе систереççӗ. Юнкун-кӗçнерникун чи хăюллă плансене пурнăçлама ансат. Эрне вӗçӗнче килтисене, çывăх çынсене ытларах тимлӗх уйăрмалла.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Финанс ыйтăвӗсене татса парассипе «пуç ватма» тӳр килет. Тен, хушма ӗç шырамалла сирӗн е сахалрах тăкакланмалла. Харкам хутшăнусенче тӳсӗмлӗрех пулăр, юратнă çыннăра тимлӗх уйăрма ан ӳркенӗр.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Сирӗн идейăсене хапăлласа йышăнаççӗ, таврари çынсем пулăшу пама тăрăшаççӗ. Кӗçнерникун кӗтмен сӗнӳ илетӗр, анчах ăна тимлӗн пăхса тухма сӗнеççӗ çăлтăрсем. Шанăçа йышăнма, усă курма хатӗр пулăр. Çапла тусан ырă улшăнусем кӗттермӗç.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Сывлăха тимлемелле çак кунсенче, лăпкă пулма тăрăшмалла. Вăй хушмалла, вӗçлемен ӗçсене пӗтермелле ку эрнере. Шăматкун çывăх çынсем ырă сюрпризпа савăнтараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп