«Хӗлхем» – «Балкыш» дипломанчӗ
Апрель вӗçӗнче Хусанти «Пирамида» Культурăпа кану комплексӗнче ветерансен хушшинчи IX «Балкыш» республика фестивалӗн гала-концерчӗ иртрӗ. Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» чăваш халăх фольклор ансамблӗ унта дипломант пулса тăчӗ.
Çулсерен иртекен фестивале хальхинче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 81 çул çитнине, Раççей халăхӗсен, Тутарстанри Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне тата республикăри ветерансен юхăмӗ йӗркеленнӗренпе 40 çул çитнине халалланă.
Тутарстанри Ветерансен регионти обществăлла организацийӗн председателӗ Хабир Иштиряков фестиваль çулран-çул анлăрах та анлăрах иртнине палăртрӗ. Кăçал унта 27 пин ытла çын хутшăннă. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунчӗ.
«Хӗлхем» ансамбль фестивалӗн гала-концертне Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Людмила Сердцева ертсе пынипе хутшăнчӗ. Коллектив йышӗнче пултаруллă артистсем: Зина Гордеева, Мария Бушуева (Хулаçырми), Наталья Макарова, Геннадий Карсаков (Çӗнӗ Йӗлмел), Нина Матросова, Светлана Кудрявцева, Зоя Кузнецова, Людмила Афанасьева (Чăваш Çӗпрел), Лидия Насыбуллина, Петр Гордеев (Кивӗ Çӗпрел), Валерий Самойлов, Николай Наумов (Кивӗ Йӗлмел) тата Владимир Такмаков (Кивӗ Чакă).
«Хӗлхем» артисчӗсем Çӗпрел район администрацийӗн пуçлăхне Марат Гафарова тата Ветерансен районти канашӗн председательне Роза Насыбуллинăна фестивале хутшăнма майсем туса панăшăн чӗререн тав тăваççӗ.
Геннадий КАРСАКОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Йӗлмел.
И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев