Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Храм-палăк реставрацийӗ

Хусанти Казанка шывӗ хӗрринче ларакан Пуç хунă воинсене халалласа лартнă храм-палăка 2024 çулта реставраци тума пуçлаççӗ


Хусанти Казанка шывӗ хӗрринче ларакан Пуç хунă воинсене халалласа лартнă храм-палăка 2024 çулта реставраци тума пуçлаççӗ

Ăна 1552 çулти çапăçусенче пуç хунисене асăнса 1813-1823 çулсенче туса лартнă. Ку ӗç кăткăс пулассине, ăна комплекслă майпа пурнăçламаллине калаççӗ специалистсем.


Хусанта пулнă, Кремль таврашӗнче уçăлса çӳренӗ çынсем ку обьекта пурте пӗлеççӗ ӗнтӗ. Храм-палăк Казанка шывӗ çинчен курăнса ларать. Шыв аннă чух палăк патне кӗпер пек тытса тухнă çулпа кайма пулать, шыв хăпарсан, паллах, кимӗпе çеç çитеетпӗр.


Тутарстанăн Культура еткерӗн обьекчӗсене хӳтӗлессипе комитетăн ертӳçи Иван Гущин çакăн çинчен пӗлтернӗ ларура. 
И.Гущин сăмахӗпе храм-палăка реставрацилеме федераци шайӗнчен укçа-тенкӗ пама йышăннă.


Реставраци ӗçӗсене ирттерекенсем çырана шывран хӳтӗлессипе те ӗçсем тăвӗççӗ, кунта чи малтанах гидроизляцие асăнмалла. Çаплах палăк тăракан çӗр лаптăкне илем кӳрессипе те хӗрӳ ӗç пырӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татр-информ» ИА, авторӗ В.Васильев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество