Храмсенче ыркăмăллăх акцийӗ ирттереççӗ
Апрелӗн 5-мӗшӗсенче, вырсарникун православи тӗнне ӗненекенсем Турă Иерусалима кӗнӗ куна, Кăчкă празникне (Вербное Восересенье) паллă тăваççӗ. Çавна май çитес канмалли кунсенче Хусанти храмсенче йăлана кӗнӗ «Дни белого цветка» ыркăмăллăх акцийӗ иртет.
Акци шайӗнче сывлăх енчен çирӗпех мар ачасене, кăткăс лару-тăрăва лекнӗ ачаллă хӗрарăмсене, сахал тупăшлă çемьесене тата ытти нушаллă çынсене пулăшас тесе укçа пуçтараççӗ. Пулăшу панăшăн тав туса ырă кăмăллă çынсене шурă хут чечек параççӗ.
Çак акцие «Милосердие – Казань» пулăшу служби йӗркелет. Халӗ пӗрремӗш тапхăр иртет, тӗп мероприятисем вара июль уйăхӗнче пулӗç.
«Акцие хутшăнас тесен прихутра ыркăмăллăх ярмăркки йӗркелемелле, алăпа тунă япаласем сутнă укçана социаллă проектсем çине ямалла. Çавăн пекех эсир прихутра епархи пуçарăвӗсене пулăшмалли вырăн уйăрса сусăр ачасене пулăшакан «Забота», Хусанти «Перемена» ăс-хакăлпа пултарулăх аталанăвӗн центрне, хӗрарăмсене пулăшакан «Мамино Гнездышко» кризис центрне, «Милосердие – Казань» пулăшу службине тата Вырăс Казыли ялӗнчи Благовещени храмӗ çумӗнчи «Благовещение» социаллă пулăшу центрне тата ытти пулăшу паракан организацисене тӗрев пама пултаратăр», – пӗлтернӗ пулăшу службинче.
Хусан епархийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев