Хӗрарăм-фермерсене конкурса хутшăнма чӗнеççӗ
Раççейре «Женщина-фермер: Лица Земли» фотоконкурс пуçланнă. Ăна Пĕрлешӳллӗ нацисен организацийĕн (ООН) Апат-çимӗçпе ял хуçалăх уйрăмӗ (ФАО) тата РФ Ял хуçалăх министерстви пулăшнипе «Интернациональный Союз Женщин» РОО йӗркелет. Конкурсăн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – ял хуçалăх аталанăвне пысăк тӳпе хывакан хӗрарăмсене кăтартасси. Кун пирки ТР ял хуçалăхӗпе продовольстви министерствин пресс-служби пӗлтерет.
ООН 2026 çула Халăхсен хушшинчи хӗрарăм-фермерсен çулталăкӗ пек ирттерме палăртнă. Конкурсри сăнӳкерчӗксем ял хуçалăхӗнче мӗнле çитӗнӳ тума май пуррине кăтартса парӗç. Çак тӗслӗхсем «Кадры в АПК» федераллă проекта хутшăнас текенсене хавхалантарма пултарӗç. Йăлана кӗнӗ меслетсене хальхи технологисемпе ăнăçлă пӗрлештерсе хӗрарăм-фермерсем агропромышленность секторӗнче карьера туса ял хуçалăхпа апат-çимӗç производствине аталантараççӗ.
Конкурс «Портрет на земле», «Труд как искусство», «Дары земли», «Традиции и современность» тата «Семейная ферма» номинацисемпе иртет.
Унта хутшăнма профессионал фотографсене, сăн ӳкерме юратакансене тата хӗрарăм-фермерсене чӗнеççӗ. Заявкăсене сентябрь уйăхӗн 25-мӗшӗччен йышăнаççӗ.
Конкурс пирки информацие тата унăн положенийӗпе официаллă сайтра паллашма пулать.
Сăнӳкерчӗк agro.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев